Халăх депутатсенчен пуçарулăх кĕтет

15 Авăн, 2017

Патшалăх Канашĕн, районсемпе хуласен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен авăнăн 10-мĕшĕнчи хушма суйлавĕнче мандатлă пулса тăнă 70 çынран 68-шĕ — "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсем. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсемпе курнăçас тени ăнсăртран мар.

Тĕлпулу ĕнер Наци библиотекин залĕнче иртрĕ.

Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов калаçăва историе аса илтернинчен пуçларĕ. 2015 çулта ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" членĕ Михаил Игнатьев шанчăклă çĕнтернĕ — сасăсен 65% пухнă. Ун хыççăн Патшалăх Канашĕн, Патшалăх Думин суйлавĕсенче те парти депутат мандачĕсен пысăк пайне çĕнсе илнĕ. Ку енĕпе иртнĕ вырсарникунхи суйлав кăтартăвĕ те уйрăлса тăмасть. Анчах суйлаври çĕнтерÿ чи малтанах — яваплăх. Николай Владимирович ĕçтешĕсене çак чăнлăха асра тытма сунчĕ.

Михаил Игнатьев иккĕленмест: сасăлав уççăн, конкурентлă никĕс çинче иртнĕ: "Çăхавсем пулманпа пĕрех". Ĕнерхи кандидатсем халь — депутатсем. Малалла мĕн? Михаил Васильевич депутатсене суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче халăха шантарнине май пур таран пурнăçлама тăрăшмалли пирки асăрхаттарчĕ. Република ертÿçисем те ку енĕпе пулăшĕç. Анчах сăмах вĕççĕн ыйтнипе, çыру çырнипе кăна паян никам та вăл е ку ĕç валли укçа памĕ. Ыйтăва тĕплĕ сăлтавла-малла, проектсем хатĕрлемелле, тĕрлĕ программăна хутшăнмалла.

"Пулăшăпăр" тенине тĕлпулăва килнисем лайăх илтрĕç пулас — пĕри те тепри хăйсен территорийĕсенче татса памалли ыйтусене çĕклерĕ. ПК депутачĕ пулса тăнă Алексей Мурыгина, сăмахран, Шупашкарти "Богданкăри", Сад микрорайонĕнчи çынсен çивĕч ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Унта шкул кирлĕ, пассажирсене илсе çÿресси чăрмавлă, юхăннă кивĕ çуртсем нумай... Михаил Игнатьев кашни ыйтăва тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ. Шупашкарта шкул тумашкăн çитес çул валли Мускав 509 миллион тенкĕ уйăрассине çирĕплетнĕ, вăл "Волжский-3" ми-крорайонта пулать. Вăхăт иртнĕ май Сад микрорайонне те черет çитĕ.

К и в ĕ ç у р т с е н ч е п у р ă н а к а н с е н е куçарассине илес тĕк — ку программа кăçал вĕçленет. "Çÿлте" халь тепĕр программа пирки шухăшлаççĕ, ăна 2019 çулта пурнăçлама тытăнаççĕ-тĕр. Чăн та, хваттерсене çынсен социаллă статусне кура парĕç. "Хăшĕсем кредит илсе, тăрăшса ĕçлесе çурт тăваççĕ, теприсем вара нимĕн те тумаççĕ, ĕçкĕпе иртĕхеççĕ — патшалăх çавнашкаллисене хваттер парать. Çак йĕрке тĕрĕс марри пирки халăхра та калаçатчĕç. Çавăнпа çĕнĕ программа социаллă статуса тĕпе хурĕ. Вăрçă хыççăн, кайранхи çулсенче ырми-канми ĕçлесе çĕршыва çĕкленĕ çынсен умĕнче патшалăх парăмлă, ыттисен вара хăйсен вăйне шанмалла", — терĕ Михаил Васильевич.

Районсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсен те ыйту нумай. Пăрачкав представительне, сăмахран, муниципалитет службинчи шалу пĕчĕкки кулянтарать. Администрацин пай пуçлăхне те тупаймаççĕ иккен — çамрăксем пырасшăн мар. Михаил Игнатьев хăй регион тилхепине тытнăранпа муниципалитетсен служащийĕсен ĕç укçине 30% пысăклатнине аса илтерчĕ. Унтанпа, чăнах та, çапла тăруках хăпартман. Анчах ÿстерес тесен чи малтан муниципалитетсен хăйсен тупăш шайне пысăклатмалла. Е — ял тăрăхĕсене хăйсене пысăклатмалла. Ку енĕпе "çÿлти" влаç сĕнÿсем йышăнма хатĕр.

Шăмăршăсене халăхран сутăн илекен сĕт хакĕ пĕчĕкки пăшăрхантарать. Анчах кунта та, республика Пуçлăхĕн шучĕпе, вырăнти пуçарулăх кирлĕ. Потребительсен кооперативĕсене йĕркелесен посредниксенчен хăтăлма, сĕт пахалăхне лайăхлатнă май унăн литрĕн хакне темиçе тенкĕ ÿстерме пулать. Кооператив патшалăхран пулăшу илме те пултарать. "Раççейре паян чĕрĕ сĕт дефицичĕ 9 миллион литрпа танлашать, çавăнпа та ку бизнес сахалтан та тата вунă çул тупăшлă пулĕ", — терĕ вăл Шăмăршăсен ыйту панă депутатне çак енĕпе ĕçлеме сĕннĕ май. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.