Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май "Çар-2017" куравра пулни, Чăваш Енĕн "Росатомри" презентацийĕ çинчен каласа панинчен пуçларĕ.
Кун йĕркинче икĕ теçеткене яхăн ыйту пулин те ЧР Патшалăх Канашĕн ытларикун иртнĕ черетлĕ вунпĕрмĕш сессийĕнче тĕп калаçу республика бюджетне улшăнусем кĕртесси тавра пулчĕ. Тĕп доклада вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина турĕ, саккун проекчĕн тишкерĕвĕ вара икĕ сехете яхăнах тăсăлчĕ.
Кун йĕркине анлă палăртнă — экстремизм идейисене сарасран сыхланасси таранах, çапах ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче тĕп калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан управляющи компанисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕсем тавра пулчĕ. УКсен усă курнă коммуналлă ресурссемшĕн капланнă парăмĕ 1,26 миллиард тенкĕрен те иртнĕ — ĕç-пуç чăннипех çивĕч.
Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче "Федерацин автомобиль çулĕсен "Прикамье" управленийĕ" хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Дмитрий Филиппов должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăплă тесе йышăннă. Упрдорăн патшалăх саккасĕсене вырнаçтарассишĕн яваплă пайĕн пуçлăхне Мария Антроповăна ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курма пулăшнăшăн айăпланă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать вĕт, çавăнпа та республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ку хутĕнче шăпах вĕрентÿ ыйтăвĕсенчен пуçлани ăнсăртран мар.