Патшалăх хваттерĕсем услам валли мар

24 Çурла, 2017

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май "Çар-2017" куравра пулни, Чăваш Енĕн "Росатомри" презентацийĕ çинчен каласа панинчен пуçларĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусем çине куçнă май Правительство членĕсем чи малтанах 2018 çул валли ĕçлев рынокĕн уйрăмлăхĕсене шута илекен коэффициента çирĕплетрĕç. Вăл ĕçлевĕн вăрттăн рынокне "çутта кăлармашкăн" пулăшма тивĕç. Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ май вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет 2 миллиард ытла тенкĕлĕх пысăкланнине кура пурнăçламалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ. Патшалăх нушисем валли тăвакан контрактсен типлă проектне хатĕрлесси те тавлаштармарĕ. Вăл подрядчиксем контракт условийĕсене пăсасран сыхланма кирлĕ.

Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ май "интереслĕ сюжетсем" çиеле тухрĕç. Юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх — çак фондри хваттерсене вĕсенче пурăнакансем туянма пултараççĕ. Çапла майпа икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянса 850 пин тенкĕ таран перекетлеме май пур. Çапах "интересли" — урăххи. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май хайхи фонд лаптăкĕсемпе усă куракансем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Хваттерсене тара илнисенчен хăшĕсем вĕсенче пурăннăшăн тÿлес енĕпе парăма кĕрсе кайнă — виçĕ çын тĕлĕшпе суда тавăç тăратма тивнĕ. Халь сăмах вĕсене çав хваттерсенчен ирĕксĕрлесе кăларасси пирки пырать. Теприсем вара тара илнĕ те — унта хăйсем мар, урăх çынсем пурăнаççĕ. Çак хваттерсемпе усă курас тĕлĕшпе çирĕп йĕрке пулмалла — республика ертÿçи Михаил Игнатьев министра тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ.

 

 

Теги: 

Комментари хушас