Комментари хушас

Кун йĕркине анлă палăртнă — экстремизм идейисене сарасран сыхланасси таранах, çапах ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче тĕп калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан управляющи компанисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕсем тавра пулчĕ. УКсен усă курнă коммуналлă ресурссемшĕн капланнă парăмĕ 1,26 миллиард тенкĕрен те иртнĕ — ĕç-пуç чăннипех çивĕч.

Строительство министрĕ Владимир Михайлов палăртнă тăрăх — парăмсемпе çыхăннă лару-тăру йывăрлансах пыни те палăрать. Управляющи компанисем тÿлемен укçа виçи кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 14% пысăкрах. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсенех çак виçе чакма пуçлани сисĕннĕ, анчах ку туртăм часах вăйсăрланнă — халь парăмсем каллех пысăкланаççĕ. Çав вăхăтрах хваттерсен хуçисен УКсен умĕнчи парăмĕ те пĕчĕк мар. Апла пулин те министр тĕп чăрмава управляющи компанисем ресурссемпе тивĕçтерекенсене куçарса памалли укçана айккине кăларнипе сăлтавларĕ — укçан 30% çапла майпа çухалать-мĕн.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйрăм управляющи компанисем пысăк парăмсем пухнине пăхмасăр çак рынокран каясшăн пулманнине сивлерĕ. Анчах унашкаллисене пĕрне те кăçал лицензисĕр хăварман иккен. Акă мĕншĕн Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçине Виктор Кочеткова тÿррĕнех асăрхаттарчĕ: "Япăх ĕçлетĕр тĕк — тĕп инспектор пулмастăр. Паян вара эсир япăх ĕçлетĕр... Мĕншĕн тÿрĕ кăмăллă мар УКсене лицензисĕр хăвармастăр? Е хăвăр вĕсемпе туслă-и?" Кочетков темиçе компани ертÿçине штрафлани пирки калани ăна тивĕçтермерĕ: "Хăйсене пысăк преми пама хушу кăлараççĕ те — сирĕн штрафа темиçе хут саплаштараççĕ. Вĕсене çак рынока эсир лицензи парса кĕртсе янă. Сирĕнех вĕсемшĕн яваплă пулмалла".

Михаил Васильевич черетлĕ хут тĕп хулари "Коммуналлă технологисем" ООО тавра сăмах пуçарчĕ. Çак компани парăмĕсем кредитсемпе пĕрле шутласан 2 миллиард тенке яхăнах. Çивĕчлĕх кÿрекен тепĕр фирма — "Пик-1" УК. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнче вун-вун миллион тенкĕ парăм пухнă та — хуçисемпе ертÿçисем "Алста" ятпа тепĕр УК йĕркеленĕ, ним пулман пекех малалла ĕçлеççĕ.

Ларăва парăмлă темиçе компани ертÿçисене чĕннĕ.

Ларура çавăн пекех правăна пăсаран сыхланмалли профилактика ĕçне, потребитель рынокĕнчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессине тишкерчĕç.

Николай КОНОВАЛОВ.