Комментари хушас

22 Çурла, 2017

Бюджет пысăкланчĕ

Кун йĕркинче икĕ теçеткене яхăн ыйту пулин те ЧР Патшалăх Канашĕн ытларикун иртнĕ черетлĕ вунпĕрмĕш сессийĕнче тĕп калаçу республика бюджетне улшăнусем кĕртесси тавра пулчĕ. Тĕп доклада вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина турĕ, саккун проекчĕн тишкерĕвĕ вара икĕ сехете яхăнах тăсăлчĕ.

Чăн та, кун йĕркине çирĕплетессиех сесси самай хĕрÿ пулассине систерчĕ. Пĕри те тепри ăна улăштарма сĕнчĕ. Çапах депутатсем сасăласа унта малтан палăртнă ыйтусенех хăварма йышăнчĕç. Республикăри больницăсене пахалăхсăр кислородпа /пăтăрмах иртнĕ хĕлле пулнăччĕ/ тивĕçтернĕ фирмăпа çыхăннă ыйтăва кун йĕркине кĕртме сĕннĕ депутата вара тивĕçлĕ хурав пачĕç: ку тулли уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тĕпчет. Республикăн клиника больници хайхи шанчăксăр "Ультрафарм-М" компани тĕлĕшпе Арбитраж судне тухнă. Анчах компани хăй те хирĕç тавăç тăратнă. Эппин, тивĕçлĕ тытăмсем хăйсен пĕтĕмлетĕвне тăвасса кĕтмелле. Ыйтăва çĕкленĕ депутат пурпĕр лăпланманнине кура ЧР прокурорĕн заместителĕн Александр Григорьевăн та трибуна умне тухма тиврĕ. Ун шучĕпе, следстви вăрттăнлăхĕ пур, следователь ирĕк памасăр ку ыйтупа парламент хушша кĕме пултараймасть — унсăрăн çакă следствие витĕм кÿни пулĕччĕ. Тинех тавлашу сирĕлчĕ.

Бюджета кĕртме сĕнекен улшăнусемпе паллаштарнă май Светлана Енилина республика хысни 2,2 миллиард ытла тенкĕлĕх пысăкланассине палăртрĕ — ÿсĕм 4,4% танлашмалла. Мускав кÿрекен пулăшу калăпăшĕ те ÿсет, хамăр ĕçлесе илекен тупăш та пысăкланать. Хамăрăн тупăш тенĕрен, унăн ÿсĕмĕшĕн налуксем ытларах пухăннине тав тумалла. Усламран илекен налук, сăмахран, кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 9,6% хушăннă. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук пушшех нумай ÿснĕ — 17% чухлех. Ку вара тĕпрен илсен "Трактор завочĕсем" концернăн республикăри предприятийĕсем налук парăмĕсене татнипе сăлтавланнă. Çавăн пекех Чăваш Енре кăçал çынсен вăтам шалăвĕ 8% пысăкланнин витĕмĕ те палăрать.

Хушма укçа ăçта каять-ха? Мĕнпур сферăна тени йăнăш пулмасть-тĕр. Ял хуçалăхне -федераци бюджечĕ субсидилемен кредитсен проценчĕсен пĕр пайне саплаштарма, шкулсем тума, педагогсен, культура ĕçченĕсен шалăвне хăпартма тата ыт. те. Çул-йĕр фончĕ те пысăкланать: унăн пĕтĕмĕшле виçи кăçал пĕлтĕрхинчен 1,5 хута яхăнах пысăкрах пулĕ — 5,3 миллиард тенке яхăн.

Çапла вара бюджетăн тупăш пайĕ 43,19 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Хысна дефицитлă пулать: тăкаксем 44,41 миллиард тенкĕ ытларах — пĕлтĕрхинчен 12% пысăкрах. Патшалăх парăмĕ вара иртнĕ çулхинчен 100 миллион тенкĕ пĕчĕкленет — çулталăк вĕçленнĕ тĕле ăна 14,2 миллиарод тенкĕ шайĕнче планлаççĕ.

 

Теги: