Паян республикăра 7 пин ытла ача шкулта икĕ сменăпа вĕренет. Çак йышăн çурринчен ытла пайĕ — Шупашкарта. 2021 çул тĕлне хайхи иккĕмĕш сменăна пĕтерме тĕллев лартнă. Вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çакăн пирки каласа çĕнĕ шкулсем тăвас ыйту пурнăç хистевĕ пулнине çирĕплетрĕ. Канашлура ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тишкерчĕç.
Виçĕ ĕмĕре яхăн каялла обер-прокурор должноçне туса хунă май Пĕрремĕш Петĕр вăл «патша куçĕ вырăнĕнче» пулассине çирĕплетнĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ пулин те прокуратура тивĕçĕ улшăнман теме пулать. Çакна паян прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлама пынă хăнасенчен кашниех палăртрĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служба ертÿçи Марина Кадилова граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.
Уяв-кану кунĕсем республикăра йĕркеллĕ иртнĕ, пăтăрмахсем пулман, çавна май кăçалхи пирвайхи планеркăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тапхăрта сыхлăха тивĕçтерес енĕпе ĕçленĕ службăсене тав тунинчен пуçларĕ. Калаçăва тăснă май вăл республика иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленине çирĕплетрĕ, кăçал та тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.