Комментари хушас

15 Кăрлач, 2018

Хир сыснисене кам шутлать?

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура сÿтсе явнă ытти ыйту пирки те вак-тĕвек тееймĕн. 

Çынсен сывлăхне пырса тивекен самантсенчен пĕри — сыснасен Африка мурĕпе çыхăннă лару-тăру. «Республикăра миçе хир сысни?» — Чăваш Ен Пуçлăхĕн çак ыйтăвĕ яваплă ведомствăсен ертÿçисемшĕн кĕтменлĕх пулмарĕ-ха, анчах хуравĕ тĕлĕшпе тĕп-тĕрĕс катарту çук пулас. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов сыснасен шутне кашни гектар пуçне 0,25 единица чухлĕ хăварма палăртнине çирĕплетрĕ, анчах вĕсене шута илессишĕн Ял хуçалăх министерстви яваплă… Çав вăхăтрах ветеринари служби Çут çанталăк министерствин кăтартăвĕсем çине таянать. Унăн ертÿçи Сергей Скворцов кăрлач вĕçĕ тĕлне Африка мурне пула йышăннă чарусене пăрахăçлама хатĕрленнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев вара сыснасен шучĕшĕн кам явапли патнех таврăнчĕ: «Ял хуçалăх министрĕ Артамонов вăрмансенче мар, ытларах уй-хирте пулать…» Тинех кирлĕ цифра илтĕнчĕ: Чăваш Енре 843 хир сыснине шута илнĕ. Анчах Михаил Игнатьев унăн чăнлăхĕ пирки иккĕленннине пытармарĕ: «Вăрмансене арендăна илнĕ тытăмсем çак кăтартусене юриех пĕчĕклетсе кăтартаççĕ пулас…» Çавна май вăл сунар службин ĕçĕпе кăмăлсăрри куç кĕрет палăрчĕ. 

 

Рубрика: