Коммуналлă пулăшу тÿлев виçи утă уйăхĕнчен хакланать

9 Кăрлач, 2018

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служба ертÿçи Марина Кадилова граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.

Çак тÿлевсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿсмеççĕ, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланĕç. Мĕн чухлĕ ÿсесси паллă ĕнтĕ — вăтамран 3,9% ытла хăпармалла мар. Уйрăм муниципалитетсене çак чикĕрен 2,3% чухлĕ иртме ирĕк панă. Электричество тарифĕн ÿсĕмĕ ял çыннисемшĕн 10 пуспа танлашĕ, хуласенче пурăнакансем киловатшăн 14 пус нумайрах тÿлĕç. Çут çанталăк газĕн кубометрĕшĕн хальхинчен 3,4% нумайрах тÿлеме тивĕ — 18 пус хушăнать.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас