Кун йĕркинчи тĕп ыйту: бюджет — 2018

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕн эрне каялла иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннăччĕ. Ĕнер сесси малалла ĕçлерĕ, депутатсем бюджета иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç — ку сессин кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Оппозицири фракцисем ку хутĕнче те хĕрÿллĕ пулнине, çийĕнчен эрне каялла çĕкленĕ ыйтусенех тепĕр хут тапратнине шута илсен — чăннипех иккĕмĕш дубль…

Бюджет тишкерĕвĕн уйрăмлăхĕ ку хутĕнче сесси ĕçне Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Олег Николаев тата Валентин Шурчанов хутшăннинче кăна тесен те йăнăш мар-тăр. Тепĕр тесен «хăнасем» бюджет саккунне сÿтсе явассипе çыхăннă калаçăва хутшăнмарĕç.

Валерий Филимонов спикер кун йĕркине çирĕплетичченех сăмах илнĕ май чи малтан пухăннисене республика Конституцине йышăннăранпа шăп та лăп 17 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. Унтан ЧР Пуçлăхĕ пĕр кун маларах ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе алă пуснă указ, РФ Президенчĕ ача çуратассине хавхалантарма тунă пуçарусем пирки сăмах пуçарчĕ. Республика çемьесене 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тÿлекен 60 регион йышне таврăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен ачалăха хÿтĕлес енĕпе хальччен те нумай тунă. 5 районта 2 çул тултарнă ачасене садиксенчи вырăнсемпе туллин тивĕçтернĕ, 9 районта 1,5 çулти ачасем те садиксене çÿреме пултараççĕ. Президент пуçарăвĕсем вара икĕ уйăхран пуçласах пĕчĕккисене яслисене яма май парĕç.

Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн бюджет саккунĕн проекчĕпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Унăн параметрĕсем эрне каяллахипе танлаштарсан улшăнман: тупăш — 43 миллиард, тăкаксем — 42,9 миллиард тенкĕ. Хăш-пĕр фракци тăкаксене пысăклатмалли сĕнÿсем панă-ха, вĕсене комитетсенче тишкернĕ — ырламан.

Апла пулин те оппозицири фракцисен представителĕсем пĕри те тепри хăйсен сĕнĕвĕсене хÿтĕлеме васкарĕç. «Эсерсем» «Коммуналлă технологисем» обществăн — коммерци предприятийĕн — газшăн капланнă парăмĕсене бюджет шучĕпе саплаштарасшăн, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти шкул директорĕсен шалăвĕ пысăккишĕн тата «Нива» УКК директорĕ патшалăх «Ланд Крузерĕпе» ярăннишĕн пăшăрханаççĕ, Жириновский «кăйкăрĕ» тĕп хулара тÿлевлĕ парковкăсем тунăшăн кăмăлсăр, коммунистсен лидерĕ çав-çавах Муркаш районĕнчи Кашмашри хупнă шкул вырăнне çĕннине тăвасшăн.

Ку хутĕнче те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсем бюджет проектне кар! тăрса хÿтĕлерĕç. Альбина Егорова татăклăн каларĕ: бюджета йышăнмаллах, çакă кăрлачăн 1-мĕшĕнчен бюджетниксене ĕç укçине пĕр чăрмавсăр тÿлеме кирлĕ. Алексей Мурыгин оппозици представителĕсем бюджетра республика аталанăвне хăват памалли проектсем çук тенипе килĕшмест. «Хăтлă хула» программа хăех мĕне тăрать! Ача çуратассине хавхалантармалли утăмсем вара, ун шучĕпе, строительство отрасльне те çĕнĕ вăй парĕç.

Светлана Енилина трибуна умне тепĕр хут тухнă май депутатсен чылай ыйтăвне уçăмлатрĕ. Тĕрĕссипе, чылай хурав сессин иртнĕ тапхăрĕнчех янăранăччĕ — вĕсем патне тепĕр хут таврăнни кирлех те мар-тăр. Вăл палăртнă тăрăх, трактор завочĕ пĕтет тени тĕрĕс мар: панкрутлăх ку тĕслĕхре — сывату процедури, концерн предприятийĕсем «Ростех» ПК тытăмне куçнă май çĕнĕ вăйпа ĕçлесе каймалла. Йăлари хытă каяшсен полигонĕпе çыхăннă ÿпкеве те йышăнмарĕ. Ăна бюджет укçипе мар, концесси шучĕпе — айккинчи инвестор вăйĕпе — тунă. ЧР Пуçлăхĕн автопаркĕ хакла ларни пирки сăмах пуçарнă парламентарие те вырăна лартрĕ: республика Пуçлăхĕн хăйĕн автопаркĕ çук, тивĕçлĕ автобаза машинисемпе вара вăл кăна мар, патшалăхăн ытти служащийĕ те, çав шутра депутатсем те усă кураççĕ. Тепĕр самант: «Нива» вĕренÿ комбиначĕн директорĕ чаплă «Тойотăпа» мар, «Киа Рио» автомобильпе çÿрет — хăйĕн машинипе…

Бюджет саккунĕшĕн кашни статьяшăн уйрăммăн сасăларĕç. 35 сасă — «майлă», саккăрăн — «хирĕç». Республика раштав уйăхне çитес çул валли çирĕплетнĕ бюджетпа кĕрет.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас