Олег Николаев историе «Хыпарпа» çырас кăмăллă
«Пултарулăхăр çăл куç пек тапса тăтăр» — çапла каласа пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун «хыпарçăсемпе» ирттернĕ, «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ тĕлпулăва.
«Хыпар»
Олег Алексеевич 115 çулхи хаçатăн пĕлтерĕшне, вăл пысăк ĕç пурнăçланине лайăх туять — пире хамăрăн ĕçе малашне те юратса пурнăçлама сунчĕ. Çав шутра влаçа критиклеме те именмелле мар: «Эпир пурнăçлакан ĕçе эсир, журналистсем, урăхларах, тиркевлĕ куçпа хаклани вулаканшăн интереслĕ кăна мар, пирĕншĕн те усăллă».
Калаçăва информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина та хутшăнчĕ. Вăл регион ертÿçи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе çапла çавра сĕтел хушшинче хутшăннин форматне пысăка хурса хакларĕ, республикăн чи ватă /лайăх пĕлтерĕшпе/ периодика пичет кăларăмĕн ĕçченĕсемпе паллашма хавас пулнине палăртрĕ.
Издательство çурчĕн директорĕ Татьяна Вашуркина регион ертÿçине парне, сăн ÿкерчĕксен альбомне, пачĕ. Унта — «Хыпарăн» 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче тухнă пирвайхи номерĕн, «хыпарçăсен» тĕрлĕ çулхи ÿкерчĕкĕсем. Тата — Олег Николаев пире панă интервьюсем. Альбом тулли мар-ха — пушă страницăсем пур. Олег Алексеевич çакăн сăлтавне тÿрех ăнланчĕ: «Малалли историе пĕрле çырăпăр».
Хăй те тĕлпулăва пушă алăпа килмен: хайхи историн черетлĕ страници теме те пулать — республика Пуçлăхĕ Издательство çурчĕн ĕçченĕсене наградăсемпе чысларĕ. Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне халалланă медальпе мăнаçланакан журналистсен йышĕ хушăнчĕ: Маргарита Ильина, Валентина Багадерова, Ирина Клементьева, Роза Власова. Вĕсене тата ЧР Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ Лена Атамановăна саламланă май Олег Алексеевич журналистсенчен кашнинех республика аталанăвĕшĕн тăвакан ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕ.
2020 çул хаклавĕ
Унтан вара тĕлпулу пресс-конференцие çаврăнчĕ — регион ертÿçинчен ушкăнпа интервью илтĕмĕр. Тĕп редактор Татьяна Вашуркина тртнĕ çула пĕтĕмлетме ыйтрĕ, вăл ансат пулманнине кура Олег Николаевăн кăмăлĕпе кăсăкланчĕ: премьер должноçне тепĕр çынна шанса пулăшуçă çине таянасшăн мар-и? Унашкал шухăш çук, терĕ Олег Алексеевич, ĕçе малашне те хальхи пекех — харăсах икĕ должноç йышăнса — йĕркелесе пырасшăн. Иртнĕ çул çăмăл пулманни вара куçкĕрет: ку чи малтанах «ахаль те йĕркелесе çитереймен ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе хушма йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ».
Апла пулин те 2020 çула ытти çулпа, Чăваш Енри лару-тăрăва ытти регионти ĕçсемпе танлаштарнă май вăл çулталăка япăх тесе хакламасть. Кирек мĕнле пулсан та промышленноç анса ларман — виçĕм çулхин 99% ытларах шайне çитме пултарнă. Бюджета пурнăçлас тĕлĕшпе те палăртнине ирттерсех тÿрре кăларнă. 2019 çулхипе танлаштарсан тăкаксене 26% чухлех ÿстерме пултарнă. Çав шутра Шупашкарта «виçĕ кĕпер» ятпа паллă çула федерацин хушма укçине илсе юсама май килнĕ.
Çапла, хăш-пĕр проект пурнăçланман — унсăр мар. Калăпăр, Шупашкарăн кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче садик тума палăртни. Ăна тăвайман — федераци бюджетĕнчен илме пултарнă 86 миллион тенке çухатнă теме пулать, анчах ун вырăнне тепĕр çĕрте ача сачĕ çĕкленĕ. Тепĕр тесен, хайхи миллионсене те тавăрма пулать-ха: Раççей Çут ĕç министерствипе калаçнă — кăçал ĕçсене пурнăçласан укçапа пулăшма шантараççĕ. Мускав республика валли уйăрнă, пĕлтĕр усă курмасăр юлнă 1,8 миллиард тенкĕрен çак укçа шăпи кăна тĕтреллĕ темелле, ытти укçана йăлтах контрактланă — вăл çухалмасть. Çав шутра — троллейбуссем туянмалли 1,073 миллиард тенкĕ. Пĕтĕмпе 68 троллейбус кÿмелле пулнă, 10-шне кăна илсе килсе ĕлкĕрнĕ. Ĕпхÿри троллейбус завочĕ панкрутлăх процедурисене пула чарăнса ларни чăрмантарнă. Анчах халь хушма килĕшÿсем тунă, тата 58 троллейбус çитес уйăхсенче килмелле.
Тата 291 миллион тенкĕ усă курмасăр юлни БОСри ĕçсемпе çыхăннă. Унти шламонакопительсене рекультиваци тума ятарлă вак чул кирлĕ, ăна Атăл тăрăх кăна илсе килме пулать. Карьер харăсах ун чухлĕ чулпа тивĕçтереймен, кайран вара Атăл çинчи навигаци хупăннă… Юхан шыв çулĕ уçăласса кĕтме тивет.
Юлнă ытти 1,3 миллиард тенкĕ — республика укçи. Вăл, паллах, пĕтмест — кăçал ĕçе кайĕ. Олег Алексеевич чи малтанах тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерейменшĕн пăшăрханать. Укçа, 200 миллион тенкĕ патнелле, пур, анчах хваттерсем пулман. Тĕрĕсрех, укçа çулталăкăн иккĕмĕш çурринче килнĕ, анчах строительсем хваттерсене маларах сутса пĕтерме ĕлкĕрнĕ. Çийĕнчен пĕлтĕр пандемипе çыхăннă лару-тăру çурт-йĕр рынокĕнчи «хаксене пăсса ячĕ». Ыйту татăлмалла, ЧР Пуçлăхĕ асăннă категорисене кăçалхи пĕрремĕш кварталтах хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессине çирĕплетрĕ.
Пысăк тата пĕчĕк проектсем Çак йĕркесен авторĕ те экономика темине тăсрĕ — инвестицисемпе кăсăкланчĕ: пысăк проектсем пур-и, Çĕнĕ Шупашкарта биопластик туса кăларассипе çыхăннă, Чăваш Енĕн çĕнĕ историйĕнче пулман виçелĕх — 60 миллиард тенкĕлĕх — производство йĕркелесси тÿрре тухĕ-и, Европăна Китайпа çыхăнтармалли магистралĕн республика урлă иртмелли сыпăкĕн строительствинчен регион дивидендсем илейĕ-и?
«Химпромри» биопластик производстви — чăннипех питĕ пысăк проект. Вăл тÿрре тухасси пирки Олег Николаев нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. Химкомбинат юлашки çулсенче «чÿречесĕр пушă корпуссене те ĕçе кĕртсе пынине» кура — пушшех. Биопластик проекчĕ химкомбинат территорине тĕпрен çĕнетĕ. Чăн та, вăл хăвăрт пурнăçламалли проект мар — вăхăт иртĕ. Анчах, Олег Алексеевич шучĕпе, экономика аталанăвне çакнашкал пысăк пĕр проектпа кăна çыхăнтарни вырăнсăр. Пире нумай проект кирлĕ. Вĕсене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă. Çав шутра — экопаркра, агропаркра, ытти площадкăра тÿрре кăлармалли пысăк мар проектсем. Бизнес валли хăтлă условисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ çăмăллăх предпринимательлĕхе вăй патăр. Предпринимательсен бизнес-проекчĕсене тимлĕх кирлĕ. Вĕсене вĕрентмелле, пуçарăвĕсене хакламалла, пурнăçлама пулăшмалла — продукцие экспорта ăсатма пулăшасси таранах. Çапла тусан тин чăн аталану пулĕ.
М-12 дивиденчĕсем
М-12 автотрасса строительстви вара Чăваш Еншĕн кăна мар, çĕршывсен шайĕнчи пысăк проект. Магистралĕн 95 километрлă сыпăкĕ Чăваш Ен урлă иртĕ. Республика унăн строительствинчен усă курма тивĕç. Ку енĕпе регион ертÿлĕхĕ çине тăрса ĕçлет. Олег Николаев хăй кăна Росавтодор представителĕсемпе виçĕ тĕлпулу ирттернĕ, транспорт, строительство, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕсем генподрядчик представителĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ.
Малтан строительство штабне Хусанта кăна йĕркелесшĕн пулнă, республика ертÿлĕхĕ çине тăнипе ăна Чăваш Енре те туса хунă. Çак штаб строительство вĕçленичченех, 2024 çулччен ĕçлĕ, ку вара, паллах, строительствăпа çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парассине ансатлатĕ. Çав шутра — ĕçе Чăваш Енри субподрядчиксене явăçтарасси, кунти стройматериалсемпе усă курасси. Сăмах хăйăрпа тăпра пирки кăна мар: металл, асфальт, бетон — çул-йĕр строительствинче тем те кирлĕ. Е тата — хăйăра, тăпрана ял хуçалăх тĕллевлĕ лаптăксенчен мар, çырмаллă-мĕнлĕ, усă курман вырăнсенчен турттарасси. Хăйăр илнĕ вырăнсенче тем пысăкăш-сарлакăш шăтăксем ан юлччăр, çав вырăнсене рекультивацилемелле тата ытти те. Пĕр сăмахпа, хайхи штабпа ĕçлесе пĕрле татса памалли ыйту пайтах.
Строительство вĕçленсен те магистраль республикăна усă кÿтĕр. Трасса çумĕнче тивĕçлĕ инфратытăм кирлĕ — автозаправкăсенчен тытăнса кафесем таранах. Çакă та бизнесшăн меллĕ пулĕ. Олег Алексеевич строительствăшăн яваплă тытăмсен представителĕсене сĕнÿ пани пирки те каларĕ: автоçул тĕрлĕ регион урлă иртнине кура çул хĕррипе наци кухнисен апачĕпе сăйлассине йĕркелемелле, наци сувенирĕсене сутма та пулать. Пуçарăва ырласа йышăннă, ку магистраль хăйне евĕрлĕхĕ пулĕ.
Шыв — пурнăç
Пĕлтĕр Олег Николаев Владимир Путинпа видеоконференцмелпе çыхăнса републикăри ĕçсене сÿтсе явнăччĕ — кăнтăр енчи районсене шывпа тивĕçтермелли водовода туса пĕтермешкĕн пулăшу ыйтнăччĕ. Çав ыйту шăпи мĕнлерех? Ĕçе пуçăннă, терĕ Олег Алексеевич, халь проект ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçалах пăрăхсем хывма пуçласшăн, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан хăш-пĕр яла çитес çул таса шыв çитĕ. Анчах ĕçмелли шыв ыйтăвĕ ытти районшăн та кăтартуллă. Пĕлтĕр Шупашкар çумĕнчи Чантăра шыв панă, Улатăра, Пăрачкава та таса шыв кирлĕ. Тĕллев — кашни яла паха шывпа тивĕçтересси, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех каяш шывсем тĕлĕшпе те ĕçлемелле. Хальччен ку енĕпе çирĕп политика пулманни куçкĕрет. Канаш районĕнчи Шăхасанта, авă, тасатакан хăватлă сооружени хута янă. Ял пысăк мар, «халь «ытлашши» хăватлă объекта тытса тăраймастпăр тесе макăрса çÿреççĕ». Çавăнпа та пур енĕпе те тĕплĕ шутлани кирлĕ, çĕнĕ технологисемпе усă курмалла — çакă тăкаксене чакарĕ.
Çивĕч тепĕр ыйту — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи пассажирсене илсе çÿрекен транспорт. Çивĕчлĕх пуррине регион ертÿçи лайăх пĕлет. Çийĕнчен хăй те автомобиль рулĕ умне час-часах ларнине кура çак хуласен хушшинче маршруткăсем мĕнлерех çÿренине курать те — «çÿç-пуç вирелле тăрать». Ун шучĕпе, ыйтăва икĕ хулан пĕрлехи маршручĕсене йĕркелесе татса памалла. Çав вăхăтрах çын пĕр билетпах çитмелли çĕре çитме пултартăр. Кун пирки транспорт министрĕпе те, хуласен пуçлăхĕсемпе те калаçнă — çивĕчлĕх сирĕлмелле: «Тата кăштах тÿсĕр…»
Ял шăпи
«Хыпарçăсем» — ялтан тухнă халăх, çавăнпа та пире ял шăпи уйрăмах пăшăрхантарать. Надежда Смирнова хăйĕн тăван ялĕпе кÿршĕллĕ ялта пĕлтĕр 25 çын çĕре кĕни пирки каларĕ, пĕр ача та çуралман: «Çамрăксем ялта юлччăр тесен мĕн тума пулать?»
Олег Николаев та ялшăн чунтан кулянни куçкĕрет, çапах, ун шучĕпе, яш-кĕрĕме ялта хăварас тени тĕрĕс мар — вĕсен вĕренме каймалла вĕт-ха, професси илмелле. Кайран вĕсене яла тавăрасси — урăх ыйту. Чи малтанах ялти пурнăçа çамрăксемшĕн илĕртÿллĕ тумалла. Унти условисене хуларипе танлаштарни ку енĕпе пулăшма тивĕç. Ял ипотеки пысăк тĕрев пулмалла: «Раççейре çак ипотекăна валеçме тытăнсан эпир 1 миллиард тенкĕ кредит памаллине палăртнăччĕ. 1,1 миллиард тенкĕ валеçнĕ те ĕнтĕ. Çийĕнчен республикăра нумай ачаллă çемьесемшĕн ипотека ставкине 0,1% таран чакартăмăр».
Республикăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне кашни ял тăрăхне 100-шер пин тенкĕ парса хавхалантарни те хăйне евĕрлĕ утăм пулчĕ: «Пĕчĕк 1915 проекта пурнăçланă — питĕ интереслĕ пуçару. Халь ял тăрăхĕсенче тата мĕн тума пулать тесе шутлаççĕ — усăллă пулчĕ». Яла аталантармалли проектсем татах пулĕç: садиксем, таса шыв, çулсем… — ĕçлемелли пайтах. Çакă ялсенчи пурнăçа хăтлăрах тума май парать, ялта пурăнас текенсем ытларах пулĕç.
Тепĕр енчен, республика пысăк мар, транспорт çÿревĕ йĕркеллĕ пулсан çынсем ялта пурăнса хулана ĕçлеме çÿремешкĕн пултараççĕ — çакна та сивлемелле мар. Çапах ĕç вырăнĕсем ялта ытларах кирли те куçкĕрет. Ку енĕпе тивĕçлĕ утăмсем пур. Пĕлтĕр ялсенче çĕнĕ производствăсем йĕркелемелли, пуррисене вăй памалли 336 инвестпроекта пурнăçланă, хуçалăхсем, фермерсем çăмăллăхсемпе усă курса çĕнĕ техника чылай туяннă, çакăн валли бюджетăн 4 миллиард ытла тенкине тăкакланă.
Тепĕр ыйту та ялпах çыхăнчĕ: яш-кĕрĕм кану кунĕсенче хуларан яла таврăнать, анчах культура çурчĕсем, клубсем кану кунĕсенче ĕçлемеççĕ — çамрăксем ниçта кайма аптраççĕ… Олег Николаев кун пирки те пĕлет. Культура çурчĕсем нумай мероприяти ирттереççĕ, анчах — кăнтăрла, ĕç кунĕсенче. Халăх вара çав вăхăтра ĕçре, çынсен пушă вăхăчĕ — каçхине, кану кунĕсенче. Çак ыйтăва Культура министерствипе сÿтсе явнă, кану вырăнĕсене шăматкун-вырсарникун та ĕçлеттерес тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах улшăнусем пулĕç.
Чĕлхемĕр — чăваш чĕлхи
Чăваш чĕлхине ачасене садикренех вĕрентмелле тенипе те Олег Алексеевич туллин килĕшет. Хăй ялти пĕр садикре пулнине аса илчĕ: вăл чăвашла калаçать, ачасем те унпа тăван чĕлхепех пуплеççĕ, воспитательсем вара ыйтусене пикенсех вырăсла хуравлаççĕ… «Çапла пулсан эпир чăвашла кĕнекесем кăларнин, ытти ĕçĕн усси пулмĕ», — татăклăн каларĕ республика Пуçлăхĕ. Ун шучĕпе, ачасем пĕчĕкрен чăвашла калаçсан, чăваш юрри-кĕввине итлесе, чăваш йăлисене чуна хывсан ÿссен кăна чăваш пулса упранса юлма пултарăпăр.
Ку чăваш тĕррине те пырса тивет. Чăваш тĕррин кунне уявлассине çирĕплетнĕ май вăл чăваш тĕррин шкулне йĕркелессине пуçарни те хамăрăн йăла-йĕркене упрассипе тÿррĕнех çыхăнни çинчен каларĕ. «Ялсенче ĕлĕкрен ларма çÿренĕ. Улахра тĕрленĕ, юрланă, пĕр-пĕринпе хутшăннă. Халь, калăпăр, библиотекăсене çÿреччĕр — унта тĕрлеме, тĕрре вĕренме пулать. Çакă та — халахăмăрăн генсен шайĕнчи тарăн астăвăмне çирĕплетни», — терĕ Олег Алексеевич.
Журналистсем çакнашкал тĕлпулусенче тем тĕрлĕ темăна та хускатаççĕ, хăйсене пырса тивекен ыйтусене кăна памаççĕ. Сăпайлă. Ку хутĕнче вара çавнашкал ыйту та пулчĕ. Тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсен хăйсен хисеплĕ ячĕсем пур, МИХсен представителĕсен кăна — çук. Тава тивĕçлĕ пулсан — культура ĕçченĕ… Сăмах май, чылай регионта хаçат-радио-ТВ ĕçченĕсен хăйсен тава тивĕçлĕ ячĕсем пур. Олег Николаев шучĕпе, кун пирки шухăшласа пăхмалла — журналистикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне туса хурас ыйтăва тишкерме хăйĕн Администрацийĕн ертÿçине сĕнмешкĕн çийĕнчех хушрĕ.
Чутай характерĕ
Хăйне пайăррăн пырса тивекен ыйтусем те пулчĕç. Калăпăр, Чутай характерĕ — мĕнлерех вăл? Тÿрех хуравлама та аптрарĕ — калаçăва малтанах шÿте çавăрчĕ: «Ман çине пăхăр та — Чутай характерне куратăр…» Унтан уçăмлатрĕ:
«Атте эпĕ 7 çулта чухнех çĕре кĕнĕ те — асаттепе çитĕннĕ, унпа нумай калаçнă. Вăл калатчĕ: «Хĕвелпе пĕрлех вăранса тăрсан, унпа пĕрле кăна çывăрма выртсан тин сĕтел çинчен çăкăр татăлмĕ, çурт-йĕр çирĕп пулĕ». Пăлхарсем вăрмансене кайса пурнăç йĕркеленĕ вĕт. Асатте те Хĕрлĕ Чутайсем вăрман касса уйсем туни çинчен каласа паратчĕ. Харсăр пулнă — характер тени çакăнта пуль…»
Критикăна мĕнле йышăннине те уçăмлатрĕ: «Вăл пулмасан хама япăх туятăп — унсăрăн çĕртен уйрăлса каясси те часах. Эпир вăл е ку пулăма пĕр енчен куратпăр, урăх çын тепĕр енчен пăхса тивĕçлĕ канаш пани вара мана çав пулăм пирки çĕнĕ пĕлÿ парать».
Ĕç мăй таран пулин те — кĕнеке вулама вăхăт тупать. Нумаях пулмасть вулани — Перекет банкĕ пуçарнипе пичетленекен ярăмри «Будущее разума» кĕнеке. Искусствăлла интеллект çинчен. Хăйĕн кĕçĕн хĕрне /«9 çулта пулин те вăл маншăн çав-çавах пĕчĕк-ха»/ кĕнеке вуласа пама та ерçеет: «Куллен 30-шар страница вулатпăр».
Республика Пуçлăхĕн должноçĕнче вара чăннипех çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлет. Маларах таçта та ĕçлеме тивнĕ пулин те ăна кунта кичем мар. Хăйĕн çывăх ĕçтешĕ тата тусĕ Анатолий Аксаков Мускавра, ытти çĕрте иртнĕ тĕлпулусенче пĕрре кăна мар каланине те аса илчĕ: «Ăна Чăваш Енре ĕçлеме сĕнĕр кăна — тÿрех пăрахса пырĕ. Чăваш Ен патриочĕ вăл». Чăннипех çапла-мĕн: «Кунта пурăнас, кунта ĕçлес килет. Географи вырнаçăвĕ тĕлĕшпе кăна та мар: хăтлă республикăра пурăнас килет — кунта ачасене çитĕнтересчĕ, асатте-асаннесен вил тăприне пуç тайса пурăнасчĕ».
Калаçу вĕçĕнче «эпир сире нумай ыйту патăмăр, тен, сирĕн хăвăрăн та пирĕнтен ыйтмалли пур?» тени вара Олег Алексеевичшăн кĕтменлĕх пулчĕ ахăр. Çапах журналистсем шÿтлесе «эсир хатĕрленсе килмен иккен» тенине кулса йышăнчĕ: «Эпĕ манран ыйтнине хăнăхнă».
Николай КОНОВАЛОВ. Сăн ÿкерчĕксем кунта...
Комментари хушас