Комментари хушас

11 Раштав, 2017

Пысăк технологиллĕ производствăсем кирлĕ

Тунтикунсерен ирттерекен канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче кăмăллă миссирен пуçларĕ. Вăл Федерацин травматологи тата ортопеди ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Рашид Тихилова ЧР Хисеп грамотипе наградăласси çинчен калакан указа алă пуснă — канашлу умĕн сумлă врача наградăпа чысларĕ. 

Унтан — кулленхи ыйтусем. Регион ертÿçи çанталăк сивĕтнине кура çурт-йĕре ăшăпа, ытти ресурспа тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Çулсене, урамсене пăхса тăрассишĕн яваплă организацисенчен те çирĕп ыйтмалла — транспортшăн та, çуран çÿрекенсемшĕн те чăрмавсем ан пулччăр.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев республикăра социаллă тивĕçтерĕвĕн пĕрлехи патшалăх информаци системине ĕçе кĕртесси çинчен каласа пачĕ. Ку — федераци Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн социаллă пулăшу ĕçĕсемпе усă курассине меллĕрех тăвас тĕллевпе пурнăçлакан ĕç. ЕГИССО Чăваш Енре кăрлачăн 1-мĕшĕнчен сăнав шайĕнче ĕçлесе каймалла.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева РФ Конституци кунне уявлассипе паллаштарчĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕтĕмпе 650 мероприяти иртмелле. 

Маларах иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетсе хакларĕç. Кĕрешÿ эрни вĕçленчĕ — ун çинчен спорт министрĕ Сергей Шелтуков каласа пачĕ. Тĕнче кубокне черетлесе Раççейре тата Японире ирттерме палăртнă. Спортсменсене Шупашкар йышăнĕ. Тепĕр самант: Европа шайĕнчи кĕрешÿ центрне пирĕн патра йĕркелес шанăç пур. Ăна тытса тăма Европа укçа уйăрĕ. Çакна тÿрре кăларасси ансат мар, çапах Михаил Васильевич ку енĕпе хамăртан килнине пĕтĕмпех тумаллине çирĕплетрĕ.

Шупашкарти биатлон центрĕ пирки те сăмах пулчĕ. «Укçа уйăрнă пулин те çĕр лаптăкне тивĕçлĕ категорие куçарасси тăсăлса кайнă май биатлон центрне уçаймарăмăр, — йышăнчĕ Михаил Игнатьев, — анчах çитес çул ăна хута ямаллах».

Мускавра Транспорт эрни иртнĕ — унта ЧР Пуçлăхĕ те хутшăннă. Транспортшăн яваплă ведомствăсемпе компанисен ертÿçисемпе курнăçса калаçнă - çĕнĕ хыпарсем пур. Çав шутра — М-7 трасса çинчи час-часах «пăкă» çуратакан кĕпер /сăмах Çĕрпÿ кĕперĕ пирки пырать-тĕр/ тĕлĕшпе те. Ăна тăвассишĕн яваплă пулнă «Волгамост» компани — панкрут. Сăмах çав вырăнта транспорт çÿревĕ чăрмавлă пулни республикăра пурăнакансене тарăхтарни пирки кăна та мар вĕт, ку Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне те япăх витĕм кÿрет. Çавна май Михаил Игнатьев кĕпер реконструкцине вĕçлеме сĕнсе министерство ячĕпе çыру панă. Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ тĕлĕшпе вара проектпа смета документацине çирĕплетесси вĕçленсе пырать, çитес çулхи 3-4-мĕш кварталсенче «çĕр ĕçĕсем» пуçланмалла.

Мускаври ĕçлĕ тĕл пулусен шутĕнче çавăн пекех — Японин Раççейри посольствинчи уява, Император кунне, хутшăнни. Унта çак çĕршывăн ĕçлĕ çыннисем йышлă пулнă — республикăра вĕсен инвестицийĕсемпе çĕнĕ производствăсем йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă.