Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлураял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сĕте сутăн илмелли хаксен ыйтăвне черетлĕ хут çĕклерĕ.
Влаçпа бизнесăн уçă диалогĕ — çапла хакламалла-тăр республикăри инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ ларăвне. Калаçăва «ыйту — хурав» мелпе йĕркелени пушшех енсене пĕр-пĕрне илтмешкĕн меллĕ пулчĕ. Тĕл пулăва министерствăсен, федераци службисен вырăнти управленийĕсен ертÿçисем, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 15 пин ача пĕрремĕш класа каймалла. Пурăнакан вырăнти шкулсене йышăнма ыйтса çыракан заявленисене электрон мелпе нарăсăн 2-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлурапĕлтернĕ тăрăх, 5,4 пин ытла заявлени йышăннă та ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи пек хĕвĕшÿрен упранма май килнĕ.
Кăрлач уйăхĕнче республикăра промышленноç производствин индексĕ 115,5% танлашнă. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтерчĕ.
Кулленхи çивĕч ыйтусем тавра та сăмах пулчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура.