Каллех — пайçăсем тата «Чăваш бройлерĕ»…

12 Нарăс, 2018

Кулленхи çивĕч ыйтусем тавра та сăмах пулчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура

Михаил Игнатьев укçа тÿлесе пая кĕнĕ май вăхăтра хваттер илеймен çынсемпе çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Строительство министрĕ Владимир Михайлов ĕç-пуçа куллен тенĕ пек сăнаса тăни пирки каларĕ пулин те «хĕрлĕ зонăри» обьектсем пуррине пытармарĕ. Сăмах «Алза», «Кратонстрой», «Победа» компанисем хута ярайман нумай хваттерлĕ çуртсем пирки пырать. Пĕтĕмпе вара вăхăтра хваттер илейменнисен йышĕ — 1,5 пин çын патнелле.

— Çынсемшĕн эсир ку ыйтупа çине-çинех канашлусем ирттерни интереслĕ мар, — терĕ Михаил Васильевич. — Вĕсем укçа хывнă, хваттерсене палăртнă вăхăтра илеймен — çакă чи пĕлтерĕшли. Çав компанисен хуçисемпе çине тăрса ĕçлĕр. Çуртсене туса пĕтерме укçи çитмест пулсан банксене кайччăр, хăйсен пурлăхне салука хывса кредит илччĕр. Çынсен шанăçне тÿрре кăлармалла — хваттерсемпе тивĕçтермеллех. Е вĕсене укçине каялла тавăрса паччăр…

Социаллă çивĕчлĕх çуратма пултаракан тепĕр ыйту — «Чăваш бройлерĕпе» çыхăннă ĕç-пуç. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çитĕнтерме хупнă чăх-чĕпĕн юлашки çак йышне пуснă хыççăн ку енĕпе ĕçлекен «Тени-торг» фирма фабрикăра текех кайăк-кĕшĕк усрама палăртмасть. Çынсене ĕçрен хăтарать: кун пирки асăрхаттарнисем — 300 çын патнелле. Фабрикăна сутма килĕшет-мĕн. Анчах ютри бизнесменсемпе хутшăнусем халиччен мĕнлерех йĕркеленсе пынине кура министр вĕсем сăмах вĕççĕн шантарнине ĕненсех те каймасть пулас: «Эпир фабрика валли маларах та инвесторсене пĕрре кăна мар тупнă, анчах «Тени-торг» условисене улăштарать — кашнинчех малтан калаçса татăлнинчен ытларах ыйтать…»

Михаил Игнатьев унта пушанакан çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Фабрика акцийĕсен 49% республика харпăрлăхĕ пулнă май ăна малалла ĕçлеттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, шанчăклă инвестор кирлĕ. Ăна тупмашкăн хăй те хутшăнма хатĕр. Сочири инвестици форумĕнче те çак ыйтăва асра тытасшăн.

Рубрика: 

Комментари хушас