Влаç бизнеса итлет тата илтет

Влаçпа бизнесăн уçă диалогĕ — çапла хакламалла-тăр республикăри инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртнĕ черетлĕ ларăвне. Калаçăва «ыйту — хурав» мелпе йĕркелени пушшех енсене пĕр-пĕрне илтмешкĕн меллĕ пулчĕ. Тĕл пулăва министерствăсен, федераци службисен вырăнти управленийĕсен ертÿçисем, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин малтанах канашăн иртнĕ ларăвĕнче предпринимательсем çĕкленĕ ыйтусене аса илтерчĕ. Вĕсене пурне те тишкернĕ, татса пама тăрăшнă. Бизнеса паян чи малтанах тĕрĕслевсем пăшăрхантараççĕ. Ку енĕпе чылай мера йышăннă, малалла ĕçлеççĕ. Владимир Александрович халь тĕрĕслевсен порталне йĕркеленине çирĕплетрĕ. Унта мĕн пур тĕрĕслев тĕлĕшпе тивĕçлĕ сведенисем пулĕç: «Эсир хăвăр пата камсем тата хăçан тĕрĕслевпе пырассине малтанах пĕлсе тăма пултаратăр».

Бизнес патшалăх органĕсемпе ĕçлесси те ансатланса пырать. Мĕн пур пулăшу ĕçне МФЦсем урлă пурнăçлама май пур. Ĕçлĕ çынсем çав центрсенче ахаль çынсемпе хутăшса каймĕç, вĕсем валли ятарлă чÿречесем пур — черет кĕтме тивмĕ.

Налуксем — предпринимательсене «сехре хăптаракан» тепĕр тема. ФНС управленийĕн ертÿçи Марина Петрова, чăн та, налукçăсем пĕчĕк бизнеса хĕсĕрлеме ăнтăлманнине татăклăн çирĕплетрĕ. 

Паллах, ĕçлĕ çынсем регион ертÿçипе, министрсемпе куçа-куçăн тĕл пулнипе туллин усă курчĕç — нумай ыйту пулчĕ. Пăшăрхантаракан ыйтусен шутĕнче — хамăрăн АПК туса илекен продукци федераци сечĕсен лавккисене ниепле те çул уçайманни. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çав сетьсен лавккисем хушакан хак 100% та çитет иккен. Ку енĕпе те улшăнусем пулмалла. Сăмахран, фермерсен суту-илÿ сечĕ йĕркеленнĕ — паян вăл 25 фермер хуçалăхне пĕтĕçтерет ĕнтĕ. Хальлĕхе Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ултă лавкка уçнă. Çывăх вăхăтра Мускав çывăхĕнче тата икĕ лавкка ĕçлесе каймалла.

Тĕл пулăва килнĕ çамрăк предпринимательсенчен пĕри республикăра яш-кĕрĕмпе хĕрупраç валли ĕç вырăнĕсем ытларах кирли пирки сăмах хускатрĕ. Хальлĕхе вара чылайăшĕн телей шырама Мускава, ытти региона каймашкăн тивет. Хăй те çул çÿреме юратать-мĕн, апла пулин те тăван ене питĕ юратать, çав шутра — республика символикине те. Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчи Чăваш Ен символикиллĕ сехетпе кăсăкланчĕ — «унашкаллине ăçта туянма пулать?»

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашнин ыйтăвне итлеме хатĕррине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Паллах, пĕр тĕлпулура пĕтĕм темăна сÿтсе яваймăн. Çавăнпа вĕсене хăй ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăсене пыма чĕнчĕ — ырана хăварма юраман ыйтусене çав канашлусем хыççăн тишкерме хатĕр.

Çамрăк предприниматель сехет пирки ыйтнине те манман иккен. Республика Пуçлăхĕ çамрăк çынна тăрăшса ĕçлеме сунчĕ — вара Чăваш Ен символикиллĕ сехет те кĕттермĕ. Тĕрĕс, наградăна ахаль памаççĕ — çĕнсе илмелле.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас