26 пин çемье пĕр пус та тÿлемен

26 Нарăс, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту ЧР Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн ĕç-хĕлне тишкересси пулчĕ. Фонд ĕçĕпе унăн гендиректорĕ Олимпиада Епифанова тĕплĕ паллаштарчĕ.

Фонд «çуначĕ» айĕнче — çурт-йĕрĕн 17,5 миллион тăваткал метрĕ. Çав çуртсенче 737 пине яхăн çын пурăнать. Фонда йĕркеленĕренпе 1,1 пин ытла çуртра юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ.

Нумай çуртра электролинисем кивелсе çитнĕ, канализаци, тăрăсем, ытти юхăннă. Халăх фонда хывакан укçапа чылай лифта улăштарма май килнĕ. 

Олимпиада Ивановна палăртнă тăрăх, паян çынсен «мĕншĕн пухмалла?» текен ыйту çуралмасть ĕнтĕ, çавна май укçа пухасси пуçласа шутласа паракан виçепе танлашнă. Çапах унчченхи парăмсем çав-çавах пысăк-ха — çур миллиард тенкĕ патнелле. 26 пин çемье темиçе çул хушшинче капиталлă юсав тÿлевне пĕр хут та хывман. Пĕтĕмпе вара 2,2 миллиард тенкĕ пухнă — 83% яхăн. Уйрăм муниципалитетсенче асăннă кăтарту пушшех пĕчĕк. Фонд ертÿçи унашкаллисен шутĕнче Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри хулисене, Элĕк районне, ыттисене асăнчĕ.

Олимпиада Епифанова унччен хăйсен укçине регион операторĕн шучĕ çине куçарнă çуртсем уйрăм счет уçас туртăм пуррине палăртрĕ. Патшалăх политики çакна «симĕс çутă» парать-мĕн — граждансем хăйсен пурлăхĕшĕн яваплă пулассине патшалăх ырлать. Апла пулин те Михаил Игнатьев ку енĕпе асăрханăллă пулма сĕнчĕ. Укçа фондра капланмасан управляющи компанисен ертÿçисем унпа саккуна пăсса усă курасси, хăйсен киревсĕр интересĕсене мала кăларасси те часах — халăх укçи тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалла.

Кăçал нумай хваттерлĕ 252 çуртра юсав ĕçĕсене ирттерме палăртнă. Фонд ертÿçи пĕтĕм ĕçе тĕпрен илсен юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнине çирĕплетрĕ.

Теги: 

Комментари хушас