Шкулсенче вырăн çитмест

19 Нарăс, 2018

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра 15 пин ача пĕрремĕш класа каймалла. Пурăнакан вырăнти шкулсене йышăнма ыйтса çыракан заявленисене электрон мелпе нарăсăн 2-мĕшĕнче йышăнма тытăннă. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, 5,4 пин ытла заявлени йышăннă та ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи пек хĕвĕшÿрен упранма май килнĕ. Ун чух «чÿрече» уçăлнă-уçăлман ачасен ашшĕ-амăшĕ 7 пин заявлени пама ĕлкĕрнĕ. Кăçал вĕсем вăл е ку шкула çырăнмашкăн черетре çĕр каçни те пулман.

Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков хăш-пĕр шкулта йывăрлăх пуррине пытармарĕ. Пĕрремĕш классен йышĕ кăçал Шупашкарта пысăк пулать — 7,5 пин ача. 59, 61, 6, 56-мĕш шкулсенче вырăн çителĕксĕр. «Богданкăри» 9-мĕш шкул тĕлĕшпе ĕç-пуç пушшех çивĕч. Çав микрорайонти ачасен пĕр пайне урăх районсене яма тивесси куç кĕрет. Пĕлтĕр хула влаçĕсем шкулсенчи пÿлĕмсен профильне улăштарса 240 ача йышăнмалăх çĕнĕ вырăнсем хатĕрленĕ. Ку енĕпе кăçал та ĕçлеме тивет. Çакă, паллах, перекетлĕрех. Çĕнĕ шкул тăвас пулсан пĕр ача пуçне 600 пин тенкĕлĕх тăкакланмалла, капла вара 60 пинпех çырлахма пулать.

Шкулсенче вырăн юлсан урăх территорисенчи ачасене йышăнмашкăн заявлени çырмалли тапхăр вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуçланать. Шăпах çавнашкаллисем тĕлĕшпе чылай ыйту çуралать. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев та хăшĕсем ачисене хăйсем куç хывнă шкулсене ярас тĕллевпе вĕсем валли суя прописка тăвасран сыхланмалли пирки асăрхаттарчĕ. Сергей Кудряшов каланă тăрăх, кăçал кунашкалли палăрмасть-ха, анчах пĕлтĕр пулнă — уголовлă ĕç те пуçарнă.

Рубрика: 

Комментари хушас