Комментари хушас

26 Нарăс, 2018

Сĕт хакланма пултарать

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура  ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сĕте сутăн илмелли хаксен ыйтăвне черетлĕ хут çĕклерĕ. 

Ку енĕпе ырă улшăнусем пулассине шанма май паракан хыпарсем пур. Регионсем çине тăрса ыйтнине кура Роспотребнадзор нарăсăн 26-мĕшĕнчен тытăнса Беларуçран Раççее типĕ сĕт илсе килмешкĕн чарнă, çакна продукци пахалăхĕ тивĕçтерменнипе сăлтавланă.

Çак чару чикĕ леш енчен илсе килекен ытти сĕт юр-варне пырса тивмĕ, çапах асăннă йышăну сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва ял çыннишĕн, хуçалăхсемшĕн тупăшлă ырă витĕм кÿмешкĕн тивĕç. Çĕршывра сĕт çителĕксĕррине /кирлин 75% чухлĕ кăна туса илетпĕр/ саплаштарма тесе шăпах ютран типĕ сĕт нумай турттарнине кура хамăрăн тирпейлекен предприятисем «чĕрĕ сĕт» туянма пăрахнă, çавăнпа унăн хакĕ чакса кайнăччĕ вĕт. Çапах, министр шучĕпе, сĕте сутăн илмелли хаксем паян-ыран тăруках хăпарасса шанни те вырăнсăр. Сĕт завочĕсем маларах кÿнĕ типĕ сĕт саппасĕсем пысăк-мĕн, çавăнпа хаксем хăпарасса та хайхи саппассем иксĕличчен кĕтме тивет-тĕр.

 

Рубрика: 
Теги: