Н.ДМИТРИЕВ

24 Раштав, 2014

Студентсем наркотик сутнă

Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта кунта наркотик илсе килекен тата сутакан ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Йышри икĕ çамрăк - Дагестан тата Чечня каччисем, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕринче пĕлÿ пухаканскерсем.

2 Раштав, 2014

Суд умне 13-ĕн тăрĕç

Айăпланакансен 700 пин тенкĕ ытла укçине арестленĕ

Наркотиксемшĕн суд тенкелĕ çине харăсах çакăн пек пысăк ушкăн ларни республикăра халĕччен пулманччĕ-тĕр. Çак уголовлă ĕçпе 13 çын явап тытать.

1 Раштав, 2014

Суд умне 13-ĕн тăрĕç

Айăпланакансен 700 пин тенкĕ ытла укçине арестленĕ

Наркотиксемшĕн суд тенкелĕ çине харăсах çакăн пек пысăк ушкăн ларни республикăра халĕччен пулманччĕ-тĕр. Çак уголовлă ĕçпе 13 çын явап тытать.

11 Чÿк, 2014

Налуксем те ÿсĕмлĕ, декларацисен шучĕ те

Федерацин налук службин управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче налук органĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне, деклараци кампанине пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех налуксемпе çыхăннă тавлашусене судченех татса парассипе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Ларура палăртнă тăрăх - январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра мĕнпур шайри бюджетсене налук тÿлевĕсене 25,9 млрд тенкĕ пухнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 105%. Федераци бюджетне хывнă укçа виçи те пысăкланнă, республика бюджетне кĕнĕ налуксен калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ.

8 Чÿк, 2014

Сĕрĕм тивнĕ çамрăклăх

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!» акци пуçланать.    Кăçалхи кĕркунне Раççейре çынсем психоактивлă çĕнĕ йышши туртмалли хутăшпа, MDMB (N)BZ-F формулăллăскерпе, наркăмăшланнин 800 ытла тĕслĕхне шута илнĕ.

Pages