Н.ДМИТРИЕВ

15 Авăн, 2015

Налукçăсем алăксене уçаççĕ

Налук тÿлекенсем - уйрăм çынсем - валли Уçă алăксен кунĕсем йĕркелессине налукçăсем йăлана кĕртрĕç ĕнтĕ. Вĕсене кăçал та йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулшăн çĕр, транспорт тата пурлăх налукĕсене тÿлес ыйтусемпе çынсене «алăксене уçса» сентябрĕн 18, 19-мĕшĕсенче йышăнаççĕ.

9 Авăн, 2015

Çил-тăвăл пирĕн ялсене те сиенленĕ

Тунтикун Тутарстан çине йăтăнса килнĕ çил-тăвăл, пăрлă çумăр çурт-хуралтăсене сиенлени, çынсем суранланни çинчен центрти массăллă информаци хатĕрĕсем çийĕнчех пĕлтерчĕç.

3 Авăн, 2015

Шалу тÿлемен

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май «Империал» строительство компанийĕ» ОООра ĕçлекенсен прависене пăснине тупса палăртнă.

Компани директорĕ 10 çынна вăхăтра шалу тÿлемен - пĕтĕмпе 800 пин ытла тенкĕ. Обществăн тÿлев шучĕ çинче ĕç укçи валли «кĕмĕл» çителĕклĕ пулнă - пурпĕр ĕçлекенсене кÿрентернĕ.

Тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене панă май компани директорĕ пирки «организаци ертÿçи икĕ уйăх ытла ĕç укçи тÿлеменшĕн» уголовлă ĕç пуçарнă.

1 Авăн, 2015

Нÿхрепрен тухайман...

Вырсарникун кăнтăрла Çĕрпÿ районĕн право хуралĕн органĕсене Кăшаркасси ялĕнчен усал хыпар çитнĕ: пĕр хуçалăхри нÿхрепре тăватă çын виллине тупнă...

78 çулти кил хуçи хĕрарăмĕн, унăн 42-ри ывăлĕн тата 56, 36 çулсенчи икĕ арçын пурнăçĕ татăлнă. Çак тĕслĕхпе Следстви комитечĕн Çĕрпÿри пайĕ тĕрĕслев ирттерет. Тепĕр тесен мĕн пулса иртни паллă ĕнтĕ - çынсем нÿхрепре наркăмăшланса вилнĕ.

27 Çурла, 2015

Пакунсенчен те хăраман

Пакунлă çын - хÿтĕлевçĕ, çавăнпа та, паллах, унран хăрама кирлĕ мар, анчах - хисеплемеллех. Шел, право хуралĕн органĕсен сводкисенче полицейскисене тапăннă-кÿрентернĕ тĕслĕхсем - çине-çинех. Йĕркелĕх хуралçисем - влаç представителĕсем, вĕсене тапăннăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ.

Pages