Налукçăсем алăксене уçаççĕ

15 Авăн, 2015

Налук тÿлекенсем - уйрăм çынсем - валли Уçă алăксен кунĕсем йĕркелессине налукçăсем йăлана кĕртрĕç ĕнтĕ. Вĕсене кăçал та йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулшăн çĕр, транспорт тата пурлăх налукĕсене тÿлес ыйтусемпе çынсене «алăксене уçса» сентябрĕн 18, 19-мĕшĕсенче йышăнаççĕ.

Аса илтерер: асăннă налуксене 2015 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр тÿлемелле. Уçă алăксен кунĕсенче кăмăл пуррисем пурте республикăри налук инспекцийĕсене пыма пултараççĕ. Специалистсем пурлăх налукĕсене камăн тата хăш вăхăтра тÿлемеллине, вăл е ку муниципалитет территорийĕнче мĕнле виçесемпе тата çăмăллăхсемпе усă курнине ăнлантарса парĕç, граждансен налуксемпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравлĕç.

Унсăр пуçне налук органĕсем ярса панă уведомленисенчи çĕр, транспорт, пурлăх налукĕсен виçисем тĕлĕшпе тÿрлетÿсем кĕртмешкĕн ыйтса çырма пулать. Налук инспекторĕсем çийĕнчех уведомленисенче кăтартнă виçесене тĕрĕслĕç, йăнăш пулсан регистрацилекен е урăх органсене тивĕçлĕ ыйтусем ярĕç.

Кашниех Раççей ФНСĕн сайтĕнчи интерактивлă сервиссемпе усă курма пултарĕ. Çав шутра - «Налук тÿлекенĕн уйрăм кабинетĕнче» регистрациленесси. Вăл налуксене онлайн-режимпа тÿлеме, налук уведомленине пăхма тата пичетлесе кăларма, налук органĕсене ыйтусем яма май парать.

Уçă алăксен кунĕсенче налук инспекцийĕсем çак режимпа ĕçлĕç: сентябрĕн 18-мĕшĕнче /эрнекун/ - 8-тан пуçласа 20 сехетчен, сентябрĕн 19-мĕшĕнче /шăматкун/ - 10-ран пуçласа 15 сехетчен. Федерацин налук службин Шупашкар хулинчи инспекцийĕ налук тÿлекенсене икĕ адреспа йышăнать: Пасар урамĕ, 40 çурт тата П.Лумумба урамĕ, 8 çурт.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Теги: 
Автор: