Хăй те, мăнукĕ те...
Юнкун 14 сехет тĕлнелле Мускав-Ĕпхÿ автотрассăн 609-мĕш километрĕнче инкек пулнă: «Лада Гранта» çăмăл автомобиль прицеплă «Вольво» фура çине пырса кĕнĕ.
Малтанлăха палăртнă тăрăх - Етĕрнере пурăнакан 53 çулти арçын тăван хулине çул тытнă май çăмăл машинăна «пăхăнтарайман», çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайса «Вольво» грузовикпе сылтăм енĕпе çапăннă. Шел те, аварире водитель хăй те, унăн 7 çулти мăнукĕ те, Шупашкарта пурăннăскер, вилмеллех суранланнă. Пĕчĕкскере ачасене транспортра лартса çÿремелли ятарлă хатĕрпе те усă курнă - çакă та пулăшман.