В.Ищин приговорне çаплипех хăварнă

19 Нарăс, 2015

Республикăн аслă сучĕн апелляци йышăнăвĕпе Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн предприниматель пулнă Владимир Ищин тĕлĕшпе палăртнă приговорне вăйра хăварнă.

Район сучĕ декабрьте В.Ищин уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнăшăн айăплă тесе ăна 6 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннăччĕ. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви пайĕ пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпченĕ тата ăна судра тишкернĕ май çакна палăртнă: 2014 çулхи январь пуçламăшĕнче В.Ищин «ТриАсС» ООО прокуратура органĕсемпе тата ытти çынпа судра тавлашнине пĕлнĕ. Чее шухăш çуралнă: прокуратурăн должноçри çыннисене взятка парăпăр тесе строительство фирмин укçине хамăн кĕсьене чикес... Çак тĕллевпе предприниматель «ТриАсС» представителĕпе курнăçнă, 10 млн тенкĕ взятка парсан прокуратура Шупашкар хулинчи «Сугутка» микрорайонти строительство ĕçĕсем тĕлĕшпе «ТриАсС» ОООпа çыхăннă чăрмавсене сирĕ тесе систернĕ. Çакăншăн памалли взятка - 2 млн тенкĕ укçа тата пĕтĕмĕшле хакĕ 8 млн тенкĕпе танлашакан виçĕ хваттер.

Иртнĕ çулхи январĕн 30-мĕшĕнче В.Ищин прокуратура ĕçченĕсене взятка памашкăн тесе посредник пулса строительство компанийĕн представителĕнчен 1 млн тенкĕ илнĕ. Анчах улталаса илнĕ укçана, паллах, прокуратурăна йăтса кайман, унпа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Кĕçех, февралĕн 22-мĕшĕнче, саккунсăр «хавхалантарăвăн» тепĕр пайне, тата 1 млн тенке, илнĕ чухне В.Ищина ФХСăн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем алăранах ярса тытнă. Çав кунах управленин следстви пайĕ РФ Уголовлă кодексĕн 159 статйин 4-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Халĕ çак ĕç-пуç вĕçне суд та пăнчă лартрĕ.

 

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: 
Автор: