Н.ДМИТРИЕВ

24 Çурла, 2015

Хăйăр вăрланă - 1,3 млн тенкĕлĕх!

Çак хаклăх хăйăра миçе грузовикпе тиесе тухма тивнĕ-ши - калама та хĕн. Тепĕр тесен следстви пĕтĕмпех уçăмлатнă.

«Шупашкарти юханшыв порчĕ» АУОн Гремячевăри груз причалĕн территорийĕнчен юханшыв хăйăрне вăрлассине чăннипех анлăн йĕркеленĕ каварлашнă ушкăн тĕлĕшпе нумаях пулмасть приговор палăртнă. Преступниксем юханшыв транспорчĕн предприятине кÿнĕ сиен - 1,3 млн ытла тенкĕлĕх.

6 Утă, 2015

Броницын суд умне тăрать

Вăл Çĕмĕрлесен суд умне тăракан миçемĕш экс-пуçлăхĕ пулать-ши - калама та хĕн. Пирвайхи мар - кун пирки иккĕленÿ çук.

Çĕмĕрле прокурорĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Андрей Броницын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшĕн айăплаççĕ. Уголовлă ĕçе прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх пуçарнă.

3 Утă, 2015

Ĕçлеттерсен - тÿлемелле!

Çĕнĕ Шупашкар прокуратури граждансем ĕçлев саккунне пăсни çинчен пĕлтернисене тĕрĕсленĕ те - çăхавсем сăлтавлă пулнине çирĕплетнĕ.

Тĕпрен илсен предпринимательсем йĕркене пăхăнмаççĕ: ĕç укçине вăхăтра памаççĕ е вуçех тÿлемеççĕ, ĕç кĕнекисене памаççĕ тата ыт.те. Вĕсем ĕçлекенсемпе хутшăнусене документпа çирĕплетмесĕр налук органĕсене, пенси, социаллă страховани, медстраховани фончĕсене хывмалли тÿлевсенчен пăрăнма тăрăшни куçкĕрет.

25 Çу, 2015

Çаврăнăçуллă опер

Халĕ вăл полицире ĕçлемест ĕнтĕ, маларах вара Раççей ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн оперуполномоченнăйĕ пулнă. Тĕрĕссипе, хăйĕн унашкаллипе кĕрешмелле - вăл вара коррупци çулĕ çине тăнă.

СК управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ 30 çулти экс-полицейски тĕлĕшпе çак кунсенче тата виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă - должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн тата взятка илнĕшĕн. Çав шутра пысăк виçепе взятка илни те пулнă.

18 Çу, 2015

Налук: ÿсет те, чакать те

Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче Чăваш Енре мĕнпур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 12 млрд тенкĕ ытла пухнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 101,5%.

Укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хушма хакран илекен налук тÿпи пысăк - 31,8%. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен /25,4%/, усламран /19,1/, пурлăхшăн /9,2/ илекен налуксен пайĕ те курăмлă. Акцизсен тÿпи вара - 4,7%.

Pages