Хăйăр вăрланă - 1,3 млн тенкĕлĕх!

24 Çурла, 2015

Çак хаклăх хăйăра миçе грузовикпе тиесе тухма тивнĕ-ши - калама та хĕн. Тепĕр тесен следстви пĕтĕмпех уçăмлатнă.

«Шупашкарти юханшыв порчĕ» АУОн Гремячевăри груз причалĕн территорийĕнчен юханшыв хăйăрне вăрлассине чăннипех анлăн йĕркеленĕ каварлашнă ушкăн тĕлĕшпе нумаях пулмасть приговор палăртнă. Преступниксем юханшыв транспорчĕн предприятине кÿнĕ сиен - 1,3 млн ытла тенкĕлĕх.

Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн МИХсемпе çыхăну тытакан инспекторĕ Светлана Егорова пĕлтернĕ тăрăх - çак ушкăнăн саккунсăр ĕç-хĕлне асăннă пайăн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен уйрăмĕ тăрă шыв çине кăларнă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ май хурал ĕçченĕсенчен пĕри йÿнĕпе строительство материалĕсем илес текен водительсене шыранине палăртнă. Тата икĕ хуралçă вăрланă груза тиенĕ автомашинăсем касса чекĕсĕрех тĕрĕслевпе пропуск пункчĕ урлă чăрмавсăр иртессине тивĕçтернĕ. Виçевçĕ-кассирсем вара груз причалĕн территорийĕнчен хăйăр турттарса тухнине кăтартакан информацие автотарасан компьютер программинчен «тасатнă». Следстви юханшыв хăйăрне тата хăйăрпа грави хутăшне вăрланин 334 тĕслĕхне тупса палăртнă.

Суд умне тăнăскерсене Уголовлă кодексăн 158 статйин 4-мĕш пайĕн «а» тата «б» пункчĕсемпе /каварлашнă ушкăн уйрăмах пысăк виçепе вăрлани/ айăпланă. Виçевçĕ-кассирсене условнăй майпа 3 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, 80-шар пин тенкĕлĕх штрафланă. Хурал ĕçченĕсене вара 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Вĕсен штраф виçи те чылай пысăкрах - 200-шер пин тенкĕ.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: