Çаврăнăçуллă опер

25 Çу, 2015

Халĕ вăл полицире ĕçлемест ĕнтĕ, маларах вара Раççей ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн оперуполномоченнăйĕ пулнă. Тĕрĕссипе, хăйĕн унашкаллипе кĕрешмелле - вăл вара коррупци çулĕ çине тăнă.

СК управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ 30 çулти экс-полицейски тĕлĕшпе çак кунсенче тата виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă - должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн тата взятка илнĕшĕн. Çав шутра пысăк виçепе взятка илни те пулнă.

Следстви тĕпчесе уçăмлатнă тăрăх - пĕлтĕрхи февральте Шупашкарта оперативник пĕр коммерци организацийĕн представителĕнчен 50 пин тенкĕ ыйтнă. Унăн вăйă оборудованине туртса илнĕ те - тавăрмашкăн тÿлемелле иккен. Çийĕнчен астармăш вăйăсем йĕркелес тĕлĕшпе малашне чăрмавсем ан пулччăр тесен уйăхсерен тата 60-шар пин тÿлесе тăмалла. Унсăрăн уголовлă ĕç çуралĕ... Çапла сехрине хăпартнă хыççăн фирма представителĕ ирĕксĕрех полицейские 50 пин тенкĕ тыттарнă.

Унсăр пуçне иртнĕ çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче çаврăнăçуллă опер Шупашкартах саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленĕ тепĕр предпринимательтен те уйăхсерен 50-шар пин тенкĕ илнĕ. Унăн коммерци ĕçне «хÿтĕленĕшĕн» - пĕтĕмпе 200 пин тенкĕ.

Аппетит текенни ÿссех пынă. Кăçалхи февральте оперуполномоченнăй тепĕр бизнесменран 80 пин тенкĕ ыйтнă. Вăл алкоголь продукцийĕн суту-илĕвĕпе саккуна пăсса аппаланни палăрнă та - правăна пăснăшăн явап тыттарасран хăтăлмашкăн тăкакланмаллах... Коммерсант пакунлă çынна 50 пин тенкĕ панă.

Çак тĕслĕхсене следстви асăннă полицейски тĕлĕшпе маларах пысăк виçепе улталама тăнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпченĕ май тăрă шыв çине кăларнă. Ун чухне, кăçалхи февральте, оперативник Шупашкар çыннинчен 1 млн тенкĕ укçа хистесех ыйтнă. Лешĕ ултав çулĕ çине тăнине кура ăна уголовлă майпа явап тыттарассинчен пăрса хăвармашкăн çавăн чухлĕ тÿлеттерес тенĕ. Арçын ăна асăннă виçене туллин парайман - 100 пин тенкĕ тÿленĕ.

СК управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра уголовлă ĕçсене пĕр производствăна пĕрлештернĕ. Суд следователь ыйтнипе экс-опер тĕлĕшпе килти арест мелĕпе усă курнă. Çак саманта пайăррăн палăртаççĕ: полицейски тунă преступленисене Следстви комитечĕн следователĕсем Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствин хăйĕн хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕн тата Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсемпе пĕрле алла-аллăн ĕçлесе тупса палăртнă.

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: