Налук: ÿсет те, чакать те

18 Çу, 2015

Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче Чăваш Енре мĕнпур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 12 млрд тенкĕ ытла пухнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 101,5%.

Укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хушма хакран илекен налук тÿпи пысăк - 31,8%. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен /25,4%/, усламран /19,1/, пурлăхшăн /9,2/ илекен налуксен пайĕ те курăмлă. Акцизсен тÿпи вара - 4,7%.

Федераци бюджетне 4,2 млрд тенке яхăн хывнă - иртнĕ çулхи çак тапхăрти виçен 105,4% чухлĕ. Республика бюджетне кĕни - 6,2 млрд тенкĕ. Чăн та, кунта ÿсĕм пĕчĕкрех, налук пĕлтĕрхи январь-апрель уйăхĕсенчи кăтартăвăн 0,7% чухлĕ çеç хушăннă. Пушшех пăшăрхантараканни - вырăнсенчи бюджетсене кĕнĕ укçа иртнĕ çулхинчен чакни: 95% танлашнă - пĕтĕмпе 1,6 млрд тенкĕ.

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: 
Автор: