Комментари хушас

11 Чÿк, 2014

Налуксем те ÿсĕмлĕ, декларацисен шучĕ те

Федерацин налук службин управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче налук органĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне, деклараци кампанине пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех налуксемпе çыхăннă тавлашусене судченех татса парассипе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Ларура палăртнă тăрăх - январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра мĕнпур шайри бюджетсене налук тÿлевĕсене 25,9 млрд тенкĕ пухнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 105%. Федераци бюджетне хывнă укçа виçи те пысăкланнă, республика бюджетне кĕнĕ налуксен калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ.

9 уйăхра налук инспекцийĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук тĕлĕшпе 79 пин деклараци йышăннă - 2013 çултинчен 6,5% нумайрах. Бюджета хывмалли налук виçи 201 млн тенкĕпе танлашнă, ку виçе çулталăк маларахринчен икĕ хут чухлех пысăкланнă.

Налук органĕсем граждансене пурлăха тара парса илнĕ тупăшсене деклараци парса çирĕплеттерес енĕпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Налук тÿлекенсен çак категорийĕнчен 1,2 пин деклараци йышăннă, çак хисеп те пĕлтĕрхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи кăтартуран пысăкрах. Ку енĕпе бюджета хывмалли налуксен виçи 5,6 млн тенке çитнĕ /2013 çулта - 2,9 млн тенкĕ/.

Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтăва тишкернĕ май коллегире налук органĕсене кăçалхи 9 уйăхра уйрăм çынсем тата юридици вăйĕнчи тытăмсем 320 çăхав панине палăртнă. Вĕсенчен 15,4% налук тÿлекенсем майлă татса панă. Налуксемпе çыхăннă тавлашусене судченех татса парас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ май суд тытăмĕ çине лекекен тиеве самаях чакарма май килнĕ. Çавна май кăçалхи асăннă тапхăрта налук органĕсем хутшăннипе тунă суд йышăнăвĕсен шучĕ пĕлтĕрхи 9 уйăхринчен 24% пĕчĕкленнĕ.

Н.ДМИТРИЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.