Надежда СМИРНОВА.

21 Çĕртме, 2021

Чăваш наци библиотеки - 150 çулта

Чăваш наци библиотекине йĕркелесе янăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 150 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма вулавăш ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме тĕв тытнă. Малтанхисем хыçала юлчĕç ĕнтĕ. Паян вара тепĕр ярăмри мероприяти иртрĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Хăнасен шутĕнче Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов пулчĕç.

11 Çĕртме, 2021

"Тавах, тухтăрсем!"

Çакăн пек ятпа йĕркеленĕ акцие республикăра коронавируспа чирлекенсене сиплекен медицина ĕçченĕсене халалланă. Хальхи вăхăтра "хĕрлĕ зонăра" 2 пин ытла тухтăрпа медицина сестри вăй хурать.

Чăваш Енĕн "Пĕрле" аталану фончĕ, ЧР Хĕрарăмсен союзĕ, ЧР Культура министерстви пулăшнипе йĕркелекен ыр кăмăллăх акцине Вырăс драма коллективĕ иккĕмĕш хут хутшăнать. COVID - 19 коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекенсене тав туса театр паян "Ужин по-французски" камит кăтартать.

28 Çу, 2021

Тĕлпулура - Мускав хăни

Паян Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Газзаев тĕл пулчĕ.

21 Çу, 2021

Акатуй та, фестивальсем те савăнтарĕç Шупашкарсене

Паян Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ.

Чăваш Енĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ уявне çулленех сумлă ирттереттĕмĕр, унта республика çыннисемсĕр пуçне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, республикăн ĕçлĕ партнерĕсем хутшăнатчĕç. Иртнĕ çул, паллă сăлтавсене пула, Республика кунне онлайн мелĕпе йĕркелеме тиврĕ.

7 Çу, 2021

Астăвăм сачĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине  халалласа Çĕнĕ Шупашкарта  "Астăвăм сачĕ" акци йĕркеленĕ. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чиркÿ лапамĕнче, Швеницын скверĕнче тата хулан  историпе тавра пĕлÿ музейĕн территорийĕнче йывăçсем лартнă.

Pages