Надежда СМИРНОВА.

6 Авăн, 2021

Филармоние юсас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕ — Раççейри концерт организацийĕсенчен «ваттисенчен» пĕри. Хальхи вăхăтра вăл классика, хальхи вăхăтри тата чăваш музыкисен искусствине пропогандăлакан центр шутланать. Паян филармонин пултарулăх йышĕнче çак коллективсем ĕçлеççĕ: камерлă оркестр, музыка лекторийĕ, «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ, «Дуняша Style» фолк-ушкăн, «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ, «Nota G» ташă ушкăнĕ, миниатюрăсен театрĕ.

13 Çурла, 2021

Шупашкарăн çĕнĕ паттăрĕсем

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕн çуртĕнче Чăваш Ен тĕп хулин «Хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ ентешсене чысларĕç. Çак ята ку таранччен 38 çынна панăччĕ. Мухтавлă ентешсен речĕ тата икĕ ятпа пуянланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, сумлă çак пулăм яланхи пекех Хула кунĕ умĕн иртрĕ.

10 Çурла, 2021

Шăмăршă, Патăрьел районĕсене - ĕçлĕ визитпа

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев асăннă районсене çитсе килчĕ.

Олег Алексеевич малтан "Победа" хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Хуçалăх ертÿçи Владимир Абсалямов пĕлтернĕ тăрăх, унта, тĕпрен илсен, пĕрчĕллĕ культурăсем туса илеççĕ. Кăçал хĕвел çаврăнăш, соя, рапс туса илекен лаптăксене пысăклатнă. Сăмахран, хĕвел çаврăнăша 240 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пуçтарса илнĕ хыççăн ăна Хусана ăсатаççĕ. Виçпÿрт Шăмăршăсем кăçал ку енĕпе 8 миллион таса тупăш илме тĕв лартнă.

25 Çĕртме, 2021

Пилĕк кун та пилĕк каç

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн.  Акă Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл кино пăхма кăмăллакансене. Конкурса тăратнă 12 илемлĕ тата  регионсенче ÿкернĕ 17 фильма жюри членĕсем тивĕçлĕ хак панă.

Pages