Паян Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче тĕлĕнмелле курав уçăлчĕ. Экспозицире - чăваш тĕррисем, наци сĕмĕпе пурнăçланă пуканесем. Авторĕ - РФ тава тивĕçлĕ художникĕн Мария Симаковăн вĕренекенĕ Наталия Михайлова.
Раштавăн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама çитсе курчĕ. Унта вăл вырăнти Эльмир Земдиханов хресчен-фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ.
Эльмир Минсеитович лашасем ĕрчетет. Паянхи кун тĕлне ун хуçалăхĕнче 132 урхамах. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 1,9 хут пысăкрах. Кăçал вăл 200 лаша вырнаçмалăх ферма тума пуçланă, халĕ çĕнĕ ферма выльăхсене йышăннă та ĕнтĕ.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Комсомольски районĕнчи Урмаеле çитсе курчĕ.
Унта регион ертÿçи Мир тата Туслăх урамӗсенче хăтлă лапамсем тăвассипе çыхăннă проекта пурнăçлас лару-тăрупа паллашрĕ. Ĕçе 2018-2020 çулсенче пурнăçланă. Çак тапхăрта ку объектсене - газпа тивĕçтерекен тытăмсене, шыв пăрăхĕсене, автомобиль çулне - хута янă. Ӗçсене пурнăçлама 40,3 миллион тенкĕ янă.
Паян Канаш районĕнчи Хучелте çĕнĕ клуб уçăлчĕ. Ăна "Культура" наци проекчĕн Чăваш Республикинчи "Культура хутлăхĕ" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă.
Таса, хăтлă, илемлĕ çуртра 100 вырăнлă курав халĕ, кружок ĕçĕсен пÿлĕмĕсем, библиотека вырнаçнă.
Савăнăçлă çак куна Хучелсем кăна мар, кÿршĕри пилĕк ялта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Малтанхи клуб вырăнти шкулăн путвалĕнче вырнаçнă пулнă.