Олег Николаев - Патӑрьел районӗнче

26 Раштав, 2020

Раштавăн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама çитсе курчĕ. Унта вăл вырăнти Эльмир Земдиханов хресчен-фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ.

Эльмир Минсеитович лашасем ĕрчетет. Паянхи кун тĕлне ун хуçалăхĕнче 132 урхамах. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 1,9 хут пысăкрах. Кăçал вăл 200 лаша вырнаçмалăх ферма тума пуçланă, халĕ çĕнĕ ферма выльăхсене йышăннă та ĕнтĕ.

Олег Алексеевич çавăн пекех районти хастар ĕçченсене патшалăх наградисемпе те чысларĕ.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас