Çулталăк, çур çул каялла паянхи ларутăру пирки шухăшлама та пултарайман. Çапах çын теме те хăнăхать иккен. Йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулсан, ăна çине тăрса, вăй хурса парăнтарсан кăна çĕнтерÿ хакне лайăх ăнланса илет. Çавăнпа уншăн çав ĕçри пĕчĕк çитĕнÿ те пысăк савăнăç кÿрет.
Республикăра «халăх» ята тивĕçнĕ эстрада ансамблĕ йышлах мар. Темрен килет çакă. Тĕрĕссипе, Чăваш Енре хăйне эстрада çăлтăрĕ текен лавĕпех. Хăш еннелле пăхатăн — «çăлтăр» ялтăртатать. Анчах ваттисем: «Йышĕ мар, пахалăхĕ пултăр», — тенине шута илсен — шухăшламалăх пур.
Тăван çĕршывăн тĕп саккунне - Конституцие - кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлава паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев тата унăн мăшăрĕ Раççей халăх артистки Нина Яковлева хутшăнчĕç. Вĕсем тĕп хулари ачасен С.М.Максимов ячĕллĕ 1- мĕш музыка шкулĕнче вырнаçнă участокра сасăларĕç.
Валерий Николаевич саккун проекчĕ пирки хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:
Кĕтнĕ эпир çак куна. Çичĕ çул каялла Раççей Президенчĕ ятарлă хушу кăларсах хатĕрленме пуçланă. Çакнашкал самант ĕмĕрте пĕрре килет. Çавăнпа тĕплĕн, тĕрлĕ енлĕн хатĕрленме пуçланăччĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче мероприятисен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăччĕ те. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕсем, тем те сиксе тухма пултарать. Çапла пулчĕ те. Çавăнпа ĕç-пуçа çĕнĕлле йĕркелесе яма тиврĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне — Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна — мĕнле паллă тăвăпăр-ха?