Паян пĕтĕм чăваш халăхĕ хурланать. Вăл хăйĕн юратнă çыннине, тĕлĕнмелле пултаруллă актрисăна - СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана юлашки çула ăсатрĕ.
98 çула кăшт çеç çитеймерĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Паян унпа яланлăхах сыв пуллашма тивет. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 70 çул ытла вăй хунă мухтавлă актриса.
Вера Кузьмина 1923 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи Енĕш Нăрвашра /халĕ Чăваш Республикинчи Тăвай районĕ/ çуралнă. А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра актер ăсталахне вĕреннĕ.
Ялсем ватăлса, пушанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак пулăм пĕтĕм Раççейĕпех палăрать. Вырăнти хуçалăхсем арканнă хыççăн унта пурăнакансем ĕçсĕр юлчĕç. Çавна май арçынсем пысăк хуласене, ытти тăрăха тухса каяççĕ. Ялта вара — вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем, ватăсем кăна…
Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче "Праски Витти: живопиç, графика, эмаль" курав уçăлчĕ. Ăна РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виталий Петров /Праски Витти/ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.
Юбилей куравĕнче ÿнерçĕн 250 ытла произведенийĕ вырăн тупнă. Вĕсен хушшинче çĕнĕ ĕçĕ те чылай. Виталий Петрович монументпа декоративлă ĕçсен /мозаика, витраж, керамика/ авторĕ пек паллă. Картинисем тĕрлĕ çĕршыври куравсене хутшăннă.