Надежда СМИРНОВА.

12 Çу, 2022

Фольклориадăна 1100 ача хутшăнĕ

Хăçан тата ăçта-и? Çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш фольклориадăра. Халиччен пулманччĕ-ха унашкал мероприяти пирĕн çĕршывра.

Пĕтĕм тĕнчери вара иртнĕ çул Пушкăртстанра иртнĕ. Унта 40 патшалăхри ача хутшăннă. Çак пулăм Раççейри ачасемпе фольклор енĕпе ĕçлекенсене те шухăша янă: мĕншĕн хамăрăнне йĕркелес мар?

15 Ака, 2022

Музейре - курав

Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Насекинăн ятарлă куравĕ уçăлчĕ. 

Унӑн пĕрремĕш ятарлă куравĕ кунта шăпах 30 çул каялла иртнĕ пулнă. Апла, çак тапхăрта тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех.

Курава уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков, культура министрӗ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

8 Ака, 2022

Пурте - балет фестивальне

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери 26-мĕш балет фестивалĕ пĕр актлă "ТИТАН'иЯ", "Болеро" балетпа уçăлчĕ.

Лартаканĕсем - Софья Гайдукова, Константин Матулевский (Мускав). Спектакль никĕсĕнче - Шекспирăн "Сон в летнюю ночь" хайлавĕ.

25 Пуш, 2022

Культура ĕçченĕсене чысларĕç

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ - Культура ĕçченĕн кунĕ. Культурăсăр халăхăн пуласлăхĕ çук. Шăпах çавăнпа Чăваш Республикинче культура тытăмне аталантарасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Pages