«Санăн яту - Çĕнтерÿçĕ»
Шăпах çакăн пек ят панă паян Çĕнĕ Шупашкарти тавра пĕлӳпе истори музейĕнче уçăлнă фотокурава.
Проектри сăн ӳкерчĕксене тĕрлĕ çулсенче пурнăçланă. Вĕсен авторĕсем — Александр тата Георгий Костинсем, Виталий Исаев, Валентин Шемаров, Семен Игнатьев, Борис Иванов, Вячеслав Романов, Иван Никифоров, Вениамин Чернов, Сергей Журавлев, ыттисем. Шел, вĕсенчен ытларахăшĕ паян пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Анчах ĕçĕсем, çĕнтерӳçĕ салтака юратса тата чун-чĕререн хисеплесе пурнăçланăскерсем, вилĕмсĕр.
Куравра çавăн пекех Валерий Железняковăн сăн ӳкерчĕкĕсен «Çĕнтерӳ кунĕ» ярăмĕ те вырăн тупнă. Асăннă проекта вăл темиçе вун çул тытса пырать. Палăртса хăвармалла: вĕсене пурне те пĕр кун — çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, анчах тĕрлĕ çулта, — пурнăçланă. Фотокорреспондент проектăн тĕрлĕ тапхăрти ĕçĕсемпе хăйĕн ятарлă куравĕсенче паллаштарнă.
Çĕнтерӳ кунĕ умĕн уçăлнă курав хула çыннисемшĕн хăйне евĕрлĕ парне пулчĕ.
www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас