Комментари хушас

10 Авăн, 2021

ЧР Пуçлăхĕ – Чăваш театрĕнче

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче культурăпа искусство деятелĕсемпе тĕл пулчĕ.

Аса илтерер: Вырăс драма театрĕн 99-мĕш сезонне уçнă вăхăтра Олег Алексеевич культурăпа ăслăлăх ĕçченĕсене тивĕçтерекен патшалăх пособийĕсемпе стипендийĕсене 3 пин тенкĕрен 5 пине çитересси тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕсен шутне, çавăн пекех вĕсен виçисене пысăклатасси пирки каланăччĕ. Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ, Олег Николаев тивĕçлĕ документсене алă пуснă та. Шăпах çакна пĕлтернинчен пуçларĕ вăл тĕлпулăва. Пухăннисемшĕн çакă, паллах, пысăк парне пулчĕ.

Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, республикăри профессионал коллективсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме малашне çулленех 6 грант уйăрса парĕç. Вĕсенчен иккĕшне — 5-шер миллион тенкĕ. Регион ертӳçин асăннă хушăвне ырласа СССР халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи симфони оркестрĕн ертӳçи Морис Яклашкин, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев сăмах каларĕç, хăйсен енчен сĕнӳсем пачĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: