Комментари хушас

7 Ака, 2021

Кун йĕркинче - шкул та, çул та, футбол уйĕ те...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ĕçлĕ визитпа Муркаш районне çитсе килчĕ.

Олег Алексеевич пырса çитнĕ пĕрремĕш объект Кашмаш ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул строительстви пулчĕ. 108 ача йышăнма пултаракан шкула иртнĕ çул тума пуçланă. Паянхи кун тĕлне пĕтĕм ĕçĕн 35 процентне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра çак ĕçсене тăваççĕ: вентиляци каналĕсене хываççĕ, электромонтаж ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, чÿрече янахĕсене вырнаçтараççĕ, пĕрремĕш хутри стенасен отделкипе ĕçлеççĕ тата ытти те.

Ун хыççăн республика ертÿçи Муркаш район администрацийĕнче канашлу ирттерчĕ. Калаçу шкул строительствипе пĕрлех футбол уйĕ тăвас ыйту тавра та пычĕ. Иртнĕ çул асăннă объекта — футбол уйне — тума ямашкӑн республика бюджетĕнчен 29 млн 760 пин тенкĕ уйăрнă пулнă, анчах та вырăнтисем кирлĕ самантпа усă курма май тупайман. Республикăн кăçалхи инвестици программине те лекеймен. Çавна май Олег Алексеевич район ертÿлĕхне правуртарах, йăрăрах пулма сунчĕ.

Олег Николаев çитсе курнă тепĕр вырăн — Муркаш — Турай — «Сĕве» автоçул строительстви. Муниципалитет пĕлтерĕшлĕ асăннă çулăн Муркаш районĕнчи лаптăкне тĕпрен юсамалла. Çавна май çула тытса тăракан «Чувашупрдор» учреждени кăçал ĕçе пурнăçлама палăртакан организацие палăртас тĕлĕшпе конкурс ирттернĕ. «НПФ «Эскиз» организаци çĕнтернĕ. Объект тăршшĕ — 7, 171 километр.

Москакасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Шупашкарти «Çеçпĕл» предприятире» ЧР Пуçлăхне унăн генеральнăй директорĕ Владмир Бакшаев, ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов кĕтсе илчĕç. Предприяти республикăра кăна мар, çĕршывра та чи лайăххисен ретĕнче шутланать. Иртнĕ çул унта 3,5 млрд. тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче — 390 млн. тенкĕлĕх. Асăннă предприяти Ростехнадзор стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн хăрушă грузсене турттармалли хатĕрсене кăларать. Вăл çавăн пекех Роскосмос валли те оборудованисем хатĕрлет.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем