Комментари хушас

28 Çу, 2021

Тĕлпулура - Мускав хăни

Паян Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Газзаев тĕл пулчĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Олег Алексеевич Валерий Георгиевича Чăваш Ене килсе курма май тупнăшăн тав турĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова чăваш чĕлхипе культурине сыхласа малалла аталантарас тĕлĕшпе республика шайĕнче пурнăçлакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин чăваш чĕлхине ЧР вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентни çинчен каласа кăтартрĕ. Тăван чĕлхепе культурăна массăллă информаци хатĕрĕсенче  пропагандăласси тата аталантарасси çинчен ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова каласа кăтартрĕ. ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн президенчĕ Николай Угаслов пĕлтерчĕ.

Валерий Газзаев пĕлтерÿсене кăсăкланса итлерĕ, хăйĕн шухӑшĕсемпе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...