Надежда СМИРНОВА.

10 Пуш, 2017

Усламçăсем йышлăланаççĕ

Хулара çеç мар, яллă вырăнта та предпринимательлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлесси йăлана кĕрсе пырать. Сăмахран, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Элĕкри "Меркурий" бизнес-инкубаторта районти Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кунĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне çак тăрăхри предпринимательсемпе район ертÿçисем, çавăн пекех Шупашкартан та - Республика бизнес-инкубаторĕнчен, Агро-Инновацирен тата ытти учрежденирен - яваплă специалистсем хутшăннă.

16 Утă, 2014

"Чул касас пек ĕç тăрать..."

Юлашки икĕ уйăх чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисемпе пуян пулчĕ. Шупашкарта та, ун тулашĕнче те, ытти регионта та иртрĕç вĕсем. Сăмахăм, тĕпрен илсен, Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ, Тутарстанри йăхташсен Уявĕ тата Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕпе Аслă Пухăвĕ пирки. Тĕрлĕ хутлăхра тĕпленсе пурăнакан чăвашсене хускатса илчĕç вĕсем.

25 Çĕртме, 2014

«Икĕ пин те пуль çак Туй Пирĕн пурнăç йĕркинче»

Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ кăçал хăйĕн «адресне» улăштарчĕ: тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнчен Хĕрлĕ тÿреме куçрĕ.

Pages