Усламçăсем йышлăланаççĕ

10 Пуш, 2017

Хулара çеç мар, яллă вырăнта та предпринимательлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлесси йăлана кĕрсе пырать. Сăмахран, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Элĕкри "Меркурий" бизнес-инкубаторта районти Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кунĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне çак тăрăхри предпринимательсемпе район ертÿçисем, çавăн пекех Шупашкартан та - Республика бизнес-инкубаторĕнчен, Агро-Инновацирен тата ытти учрежденирен - яваплă специалистсем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Лидия Никитина районти предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен çапла каларĕ:

- Элĕк районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх йышĕнче 60 предприяти. Иртнĕ çул вĕсем 302,2 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă (104,2 процент). Асăннă тытăмра пурĕ 1095 çын вай хурать, çав шутра харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем - 310. Пĕчĕк предпринимательлĕхре вай хуракансем иртнĕ çул кашни уйăхра вăтамран 12278 тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас