"Чул касас пек ĕç тăрать..."

16 Утă, 2014

Юлашки икĕ уйăх чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисемпе пуян пулчĕ. Шупашкарта та, ун тулашĕнче те, ытти регионта та иртрĕç вĕсем. Сăмахăм, тĕпрен илсен, Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ, Тутарстанри йăхташсен Уявĕ тата Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕпе Аслă Пухăвĕ пирки. Тĕрлĕ хутлăхра тĕпленсе пурăнакан чăвашсене хускатса илчĕç вĕсем.

Шупашкарта Акатуйпа ЧНК Аслă Пухăвне пĕр вăхăтра йĕркеленине ырламалла. Тăкака перекетлесе икĕ ĕç тума май килчĕ. Ютра пурăнакансем Шупашкара "Меккăна" туртăннă пек васкаççĕ. Кунта вĕсен - çĕр, чун кăвапи. Акатуй кăçал Хĕрлĕ тÿреме çитнишĕн пĕчĕк ача пек савăнакансене хам куçпа курса ĕнентĕм. Çакă - вĕсен шухăшĕпе - юлашки вăхăтри чăвашлăх ĕçĕнчи чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри-мĕн. Самар облаçĕнчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен координаци канашĕн, облаçри "Пехил" культура обществин хастарĕ Николай Давыдов çакăн пек сĕнÿ пачĕ: "Хĕрлĕ тÿремре халĕ чăваш Юпи кăна çитмест, çитес çулхи Акатуйра питĕ курас килет ăна çакăнта,"- терĕ. Çак шухăша ыттисем те ырласа йышăнчĕç.

Акатуя хутшăннă коллективсем хăйсене тата мĕнлерех туяççĕ! Кунта килес умĕн вырăнта смотр-конкурс ирттереççĕ, унта палăрнисем çеç Шупашкара çул тытма тивĕçлĕ.

Акă Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткинăри Чĕмпĕр облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Тарават ертсе пыракан "Шанăç" халăх ансамблĕпе çывăхрах паллашрăм.Валентина Николаевнăн пуçарăвĕпе чăмăртаннă ансамбль тăваттăра çеç-ха, анчах та виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл "халăх" ятпа çÿрет. Акатуя та тăваттăмĕш хут хутшăнать, халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивальне - иккĕмĕш хут. Репертуарта халăх, автор юррисем, çав шутра ансамбль ертÿçи хăй кĕвĕленисем те.

- Тăван Шупашкара килсе кайни хавхалану кÿрет пире,- терĕ Валентина Николаевна.- Ыттисенчен нумай вĕренетпĕр. Акă сцена çинчен тин çеç "Уяв" артисчĕсем анчĕç. Питĕ килĕштеретĕп эпĕ вĕсене, лайăххине илме тăрăшатăп.

Пĕр-пĕринчен вĕренмелли Шупашкарта çеç мар тенĕ пулăттăм. Нумаях пулмасть çеç-ха Нурлата Тутарстанри чăвашсен Уявне кайса куртăмăр. Питĕ килĕшрĕ Уяв! Акатуя хăнăхса çитрĕмĕр-ши? Кашнинчех пĕр евĕрленсе пынăн туйăнать. Уявра вара пĕрремĕш хут çеç те - мĕнпе тыткăнларĕ вăл! Пурнăçри пек пулнипе. Ташши-юррипе те, вăййи-куллипе те, йăли-йĕркипе те. Саманапа пĕр пултăр тесех ахăртне вырăнти аваллăх управçинчи - Кама леш енчи истори музейĕнчи - экспонатсене илсе тухнă. Асаннесен килти арчисенчен - пиртен тĕртнĕ хатĕрсене, вĕтĕ çĕвĕпе тĕрлесе эрешленĕ ал шăллисене тата ыттине те. Самантлăха чуна çывăх тĕнчере пулса куртăм. Уява коллективсем таçтан та килсе çитнĕ. Пĕринпе паллашас терĕм те- Чăваш Енренех пулчĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Егоркинăри Людмила Григорьева ертсе пыракан "Шанăç" фольклор ушкăнĕ кунта иккĕмĕш хут-мĕн. Пилĕк çул каялла пулнисем ырласа каласа кăтартнăран ун чухне килейменнисем инçе çула тухнă иккен. Муркаш районĕнчи Орининăри ветерансен халăх коллективĕ вара меллĕ самантпа тата ытларах усă курма май тупнă: несĕлсен авалхи чаплă хулисем пулнă вырăнсене - Пÿлерпе Сувара - çитсе килме тĕв тытнă.

Акатуй та, Уяв та хыçа юлчĕç, утă уйăхĕ кĕрлесе çитрĕ. Ирпе ирех каллех хĕрÿ ĕç вĕре пуçларĕ. "Утта пырса çапăнтăмăр: малашне чул касас пек ĕç тăрать," - тенĕ пирĕн ватăсем. Çапла çаврăнса пырать вăхăт, çапла хыçа юлать кун-çул. Тепĕр çулччен, Акатуй, Уяв!


Надежда СМИРНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.