Надежда СМИРНОВА.

31 Çу, 2017

Халăхсем çывăхланасшăн

Çĕршывăн тĕп хулинче Раççей халăхĕсен ассамблейин çиччĕмĕш сьезчĕ, Çамрăксен «Эпир Раççей çыннисем» ассамблейин отчетпа суйлав конференцийĕ тата Еврази халăхĕсен пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ.

Мероприятие йĕркелеме РФ Президенчĕн Администрацийĕ, Федераци Канашĕ, Патшалăх Думи, Раççей Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерстви, Общество палати, ыттисем пулăшнă.

30 Çу, 2017

«Гринланди» тĕлпулăва чĕнет

Автор юррисен Пĕтĕм Раççейри «Гринланди» фестивалĕ ырă кăмăл-шухăшлă çынсене туслаштарма тĕв тытнă. Унăн йĕркелÿçи — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Валенчук. Кăçалхи фестивалĕн чĕнĕвĕнче те туслăх теми — «Эпĕ, эсĕ, вăл — пĕрле пĕтĕм çĕршыв!» — тĕп вырăнта тăрать. «Гринландин» тĕллевĕ — музыка тĕлĕшĕнчен ахаль мероприяти йĕркелесси кăна мар, пирĕн питĕ пысăк çĕршывра пурăнакан çынсене пĕрлештересси те.

30 Çу, 2017

Ячĕ те, ĕçĕ те вилĕмсĕр

Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнă кунхине, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, поэтăн тĕп хулари палăкĕ умне çулленех халăх пуçтарăнать. Вĕсем — чăваш çыравçисем, журналистсем, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн пултарулăхне хисеплекенсем.

27 Çу, 2017

Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнланă Шупашкарти кинофестиваль паян хупăннă

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах иккен. Акă Шупашкарти кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл хула çыннисемпе унăн хăнисене. Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич фестиваль йĕркелÿçисене чăваш халăхне кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, хăйĕнчен ятарлă парне пуррине пĕлтерчĕ. Çак парнене СССР халăх артистки Мая-Гозель Аймедова тата Ходжакули Нарлиев тивĕçрĕç.

Pages