«Гринланди» тĕлпулăва чĕнет

Автор юррисен Пĕтĕм Раççейри «Гринланди» фестивалĕ ырă кăмăл-шухăшлă çынсене туслаштарма тĕв тытнă. Унăн йĕркелÿçи — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Валенчук. Кăçалхи фестивалĕн чĕнĕвĕнче те туслăх теми — «Эпĕ, эсĕ, вăл — пĕрле пĕтĕм çĕршыв!» — тĕп вырăнта тăрать. «Гринландин» тĕллевĕ — музыка тĕлĕшĕнчен ахаль мероприяти йĕркелесси кăна мар, пирĕн питĕ пысăк çĕршывра пурăнакан çынсене пĕрлештересси те.

Фестивале паллă çынсем хутшăнасса кĕтеççĕ. Çав шутра пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт Валентина Терешкова, бобслей енĕпе Олимп чемпионĕ Алексей Воевода, СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон тата ыттисем те пырасса шанаççĕ.

Фестиваль лапамĕ Раççей регионĕсенче темиçе пысăк лагере пайланĕ. Çавăн пекех студентсен, çемьесен тата корпоративсен хăйсен уйрăм ушкăнсем пулĕç.

Кăçал та педагогика лапамĕ ĕçлĕ. Киров облаçĕнчи Башарово ялĕ çывăхĕнче çамрăк вĕрентекенсем пуçтарăнĕç.

Мероприятин пултарулăх пайĕ питĕ пуян пулĕ. Харăсах виçĕ сцена ĕçлĕ, пултарулăх ушкăнĕсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсене итлесе хак парĕç, Турă панисене сцена çине кăларма пулăшĕç. Фестивалĕн гран-прине тата лауреат ята тивĕçнисем автор юррисен мэтрĕсен гала-концертне хутшăнĕç. Хăнасемпе жюри членĕсен йышĕнче — Галина Хомчик, Константин Тарасов, Елена Фролова, Юлия Зиганщина, ыттисем. Фестивалĕн ятарлă хăни пирки йĕркелÿçĕсем хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ.

Кĕçĕннисем çинчен те манмĕç. Вĕсем валли те программа хатĕрленĕ. Ачасен хулинче «Юмах академийĕ» уçăлĕ, кунта пĕчĕк туссене пачах та кичем пулмĕ.

Автор юррисен 25-мĕш юбилейлă «Гринландия» фестивалĕ кăçал утă уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Киров облаçĕнчи Башарово ялĕ çывăхĕнчи Быстрица юханшыв хĕрринче иртĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас