Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнланă Шупашкарти кинофестиваль паян хупăннă

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах иккен. Акă Шупашкарти кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл хула çыннисемпе унăн хăнисене. Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич фестиваль йĕркелÿçисене чăваш халăхне кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, хăйĕнчен ятарлă парне пуррине пĕлтерчĕ. Çак парнене СССР халăх артистки Мая-Гозель Аймедова тата Ходжакули Нарлиев тивĕçрĕç.

«Фильмсен никĕсĕнче – кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем. Вĕсем çынсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентни. Эсир хăвăрăн чун чĕре ăшшине куравçăсене патăр, малалла ĕçлеме çунат хушрăр», - терĕ Михаил Игнатьев киноискусство ĕçченĕсене тав туса.

Владимир НОВИКОВ, Раççей халăх артисчĕ:

- Эпĕ Шупашкарта 1984 çулта пулнă, çавăнпа тăвансем патне килнĕ пек туйрăм хама. Çапах та республика çинчен пит нумаях пĕлместĕмччĕ, кинофестиваль вара çак çитменлĕхе кăштах та пулин пĕчĕклетме май пачĕ. Паллах, фестивалĕн тулли программипех паллашас, хулари паллă вырăнсене çитсе курас, районсене тухса кĕрес кăмăл пурччĕ. Мускаври ĕçсем хама ытлашши ирĕке яма памарĕç. Кинофестиваль вуннăмĕш хут иртрĕ. Вăл вăй илсе пырать. Мускавра актерсене, режиссерсене Шупашкарти форум çинчен каласа кăтартăп, вĕсене сирĕн фестивальпе кăсăклантарма тăрăшăп. Кунашкал мероприятисене ытларах ирттермелле.

Ходжакули НАРЛИЕВ, режиссер, сценарист, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Туркменистан халăх артисчĕ:

- Хусанта темиçе те пулнă, Шупашкарта вара – пĕрремĕш хут. Хула пĕрре курсах килĕшрĕ, кунта пултаруллă, хăйсен ĕçне юратакан, лайăх пĕлекен художниксем, архитекторсем пурăнаççĕ. Кивĕ çуртсем çук тăк тата юсав ĕçĕсем пыман тăк Шупашкар юмахри хула тенĕ пулăттăм. Эпĕ Мускавра ĕçлесе пурăнатăп. Тăван республикăпа та çыхăну тытатăп. Унта та кино ÿкереççĕ, фестивальсем ирттереççĕ. Питĕ кирлĕ ĕç çакă. Кино кăтартакансемпе çыхăну тытма та, куракансене явăçтарма та.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас