Паянхи артистсене те куракансен юратăвне туйтарас килет
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актриси, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Нина Яковлева çинчен калаçма çăмăл та, çав вăхăтрах йывăр та. Чăвашла пĕлекен, çавăн пекех хăйне кăштах та пулин хисеплекен çынна унпа паллаштарма кирлех те мар. Вĕсемшĕн Нина Михайловна - хăйнеевĕрлĕ пулăм, чăвашсен хальхи вăхăтри драма искусствин чи çÿллĕ шайĕ, нацин чи лайăх енĕ, чĕрĕ легенди. Ермолова, Комиссаржевская, Книппер-Чехова... тата ытти ятпа юнашар илсе кăтартсан та ытлашши пуласран хăрама кирлĕ мар.
Миçере вăл? Çак таранччен калăпланă сăнарсенчен /100 яхăн вĕсем/ пысăк пайĕ Амăшĕн, ватă хĕрарăмсен ролĕсем пулнине шута илсен - актриса текех вунçиччĕре мар темелле. Анчах та Яковлева-Праски кинеми «шпагат» ларнине курсан куç-пуç алчăраса каять.
Чее те тÿрĕ чунлă, çăмăлттай та ăслă, хĕрÿллĕ те лăпкă, хитре те сăнсăр, юратма пĕлекен тата хаяр пикесемпе хĕрарăмсем - акă, унăн героинисем, тăван театр сцени çинче аллă çул ытла калăпланă сăнарĕсем. Нина Яковлева хăйĕн çулĕнчен вăтанмасть, ăна пытармасть: вăл 1940 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăй-халне ăçтан илет-ши халăх юратакан актриса? Пĕрин хыççăн тепĕр чаплă сăнар калăплама ăс-хакăлĕ мĕнпе пуянланса пырать-ши? Унăн тĕнчин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Пултарайăп-ши çак асамлăха вулаканăма уçса пама* эпĕ - ахаль çын çеç-çке. Вăл вара - тĕлĕнтермĕш! Актриса!
Енчен те шкула ултă çултах кайман пулсан, енчен те вунă класс вĕренсе пĕтернĕ тĕле вăтам шкул алăкĕ çине артиста вĕренес текен хĕрсемпе каччăсене конкурса хутшăнма йыхравлакан пĕлтерĕве асăрхаман пулсан мĕнле професси суйласа илнĕ пулĕччĕ-ши Нина Михайловна? Чылайччен шухăша кайса ларнă хыççăн: «Тен, чечек ÿстерекен?» - тесе хучĕ. Чечексене ытарайми юратнăран çапла каларĕ ĕнтĕ. Манăн шухăшпа вара Нина Яковлева пĕрех артистах пулатчĕ. Вун-вун, çĕр-çĕр чăрмава çĕнтерсе те! Мĕншĕн тесен Турă ăна çут тĕнчене çак тивĕçех пурнăçлама янă. Çавна май вăл Нинăна илĕртÿллĕ сăн-пит, çаврăнăçуллă кĕлетке, илемлĕ сас панă çеç мар, ăна, артистка пулас ĕмĕтпе пурăнаканскере, хăйĕн хÿттине илсе çул уçса пынă. Телейĕ пулнах çав унăн - пултаруллă çамрăксене суйлама Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассине урăххи мар, Чăваш драма театрĕн мухтавĕ, чап¬лă режиссер Константин Иванович Иванов хăй пынă. Хĕрачан пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вăл юлашкинчен: «Шупашкара конкурса пымаллах санăн», - тесе хытарсах каланă. Çапла 1956 çулта Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕнĕ Нина.
«Тепĕр чухне çапла та шухăшлатăп: тен, вăрçăра пуç хунă атте пулăшса пырать мана, - тет Нина Михайловна. - Çапăçăва кĕрес умĕн 1942 çулхи августăн 31-мĕшĕнче анне патне янă юлашки çырăвне час-часах алла илетĕп. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Мăшăрăм, Зоя, тек те çырайăп, те çук та, телейÿ пысăк пулсан мĕнле пулĕ. Ман малалла чĕрĕ юлма май çук, тен, амансан анчах тăрса юлăп... Ырă кунсем çитеççĕ эпир пĕтсен, çав шутра эсĕ те ырă курăн. Качча тухма шутласан - тух, анчах ман хĕре нихăçан та ан пăрах, ун ашшĕ тăшманпа çапăçса... Ан кулян, пĕр эпĕ анчах мар тĕнчере. Хăв пĕлнĕ пек пурăн, чунран юратса тăракан Зоя мăшăрăм, санăн упăшку Мишша». Çапла аттен пилĕ çитрĕ пулĕ. Сăмах май, атте Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Шăпах блокадăна татнă кун пуçне хунă вăл Нева çинчи хула çывăхĕнчи Синявино-1 хутлăхĕнче. Халĕ тăванла масарта выртать. Май килнĕ таран пулма тăрăшатăп ун патĕнче. Юлашки хут 2006 çулхи март уйăхĕнче, тăван театрпа Питĕре кайсан, çитсе килнĕччĕ масар çине. Тăван мар атте - Василий Романов та - питĕ йĕркеллĕ çын пулчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче арăмĕ вилнĕ хыççăн виçĕ ачапа юлнă вăл. Аслă хĕрĕ те аннерен 10 çул çеç кĕçĕн пулнă. Тата икĕ ача - Володя шăллăмпа Галина йăмăкăм çуралнă. Атте чылай вăхăт колхоз председателĕнче ĕçлерĕ».
Мускав Вăрмар е Шупашкар çеç мар. Хальхипе танлаштарсан самай лăпкă хула пулнă пулсан та ун чухне - вăл пултаруллă, талантлă çынсемпе «кĕрлесе» тăнă. Çав çулсенче тĕп хуламăрăн театрĕсен сцени çинче Лемешев, Козловский, Грибов, Царев, Пашенная, Зуев тата ыттисем халăха тĕлĕнтернĕ. Чăваш пики вара хăйĕн чи юратнă артисткисем Алла Тарасовăпа Юлия Борисова пек пулма ĕмĕтленнĕ.
Пысăк театрта пĕрремĕш хут пулнă куна та астăвать вăл. Урăхла пулма та пултараймасть. Ара, çав кун «Жизель» балетра театрăн чăн-чăн Мухтавĕ - Галина Уланова - ташланă-çке. Çав самант Нинăн чĕринче тарăн йĕр хăварнă. «Балет - манăн чи юратнă искусствăсенчен пĕри», - тет халĕ Раççей халăх артистки Пысăк театрта пăхнă пĕрремĕш спектакле аса илсен.
Хăй те МХАТăн чаплă артисчĕсем, К.Станиславский вĕренекенĕсем - Юрий Завадский, Ольга Пыжова, Софья Гиацинтова, Мария Кнебель, Борис Бибиков патĕнче пĕлÿ илнĕ. Курс ертÿçи Василий Орлов профессор пулнă. Дмитрий Данилов /вăл хăй те чăваш/ вара Чăваш Енрен аякри каччăсемпе хĕрсемшĕн тăван пекех çывăх пулнă. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнисĕр пуçне халăхăмăрăн чи паха енĕсене упрама хăнăхтарнă.
1961 çул. Мускавран пĕлÿ илсе таврăннă çамрăк артистсене Чăваш академи драма театрне ĕçлеме вырнаçтарнă. Нина Яковлевăн пултарулăх çулĕ ытти артистăнни пек тĕп, пысăк рольсенчен мар, сăмахсăр е эпизодри сăнарсенчен пуçланнă. Унтан та ытла, «травести» текен ушкăна лекнĕ /травести - арçын ачасен рольне вылякан артисткăсен ушкăнĕ/. Çавнашкал роле тивĕçрĕн-тĕк, çĕр ан çывăр, çич хут тар кăлар, çапах та пурнăçла, ху артист пулнине ĕнентер. «Революци ячĕпе» спектакльти Петька, «Чĕре хушнипе» ĕçри Илюш, «Пĕрре, çуркуннери» Микуль ролĕсене сăнарласа палăрмаллах çитĕнÿ тунă Н.Яковлева. Анчах артистка пĕр евĕрлĕ рольсемпе çеç киленсе ларас темен, хĕр-упраçăн, тантăшĕсен сăнарĕсене те сцена çинче кăтартас килнĕ ĕнтĕ унăн. Шанаççĕ ăна режиссерсем, пултарулăхĕн иксĕлми çăлкуçне асăрхаççĕ. «Хĕрлĕ тутăрлă тополĕм» спектакльти Асель, «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» драмăри Груша, «Уйăх тĕттĕмленнĕ каç» трагедири Зубержат, «Чĕрере çуркуннери» Капа, «Кай, кай Ивана» камитри Паша, «Хĕвел тухнă чух» спектакльти Катя тата ытти сăнар пĕрин хыççăн тепри калăпланаççĕ. Нина Яковлевăн 70-мĕш çулсенчи пултарулăхĕнчи тепĕр курăмлă çитĕнÿсенчен пĕри - У.Шекспирăн «Вуниккĕмĕш каç» камитĕнчи Виола - Цезарио сăнарĕ. Кунта юрату çулăмĕ хыпса илнĕ вăтанчăк хĕре, çав вăхăтрах юрату çулăмне çиеле кăларас мар тесе хăйпе хăй кĕрешекен «качча» ĕнентермелле вылянă артистка.
Роль хыççăн роль шанса панă ăна. Тепĕр чухне вăхăт çитмесĕрех «ватăлтарма» та пикеннĕ. Мĕн чухлĕ пулман-ши вĕсем - куракан чĕрине карт! сиктерекен, шухăшлаттаракан, канăçсăрлантаракан, савăнтаракан сăнарсем: «Тутимĕр» трагедире Курак, «Сан ятупа» трагедире - Çĕр, «Çиçĕм хыççăн аслати» драмăра - Верук, «Амăшĕпе хĕрĕ» спектакльте - Пелагея, «Пушар лаши» трагикомедире - Сăпани, «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакльте - Екатерина Алексеевна... Артистка пултарулăхĕ çинчен тĕрлĕ кăларăмра рецензисем те пичетленсе пыраççĕ.
Геннадий Волков академик «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакльте артистка ăсталăхне кĕскен те уççăн çапла хакланă: «Екатерина Алексеевна та /Н.Яковлева артистка/ питĕ ĕненмелле те майлă сăнар. Иван Яковлевич çавăн пек хĕрарăма çеç юратма пултарнă».
«Советская культура» хаçатра А.Вальф¬сон критик /театрăн Мускаври 1974 çулхи гастрольне хакланă май/ çапла çырнă: «...Тĕ¬лĕнмелле чиперкке Виола, Н.Яковлева питĕ лайăх выляса кăтартаканскер /йышра Н.Григорьевăпа Н.Яковлева пек пултаруллă икĕ героиня пур театра телейлĕ темелле/, хăйĕн ирĕклĕ тыткаларăшĕпе, ăнланса ĕлкĕричченех çунат сарма пуçланă юрату савăнăçĕпе чуна çавăрса илет».
«Виола - чăн-чăн Шекспир героини», - тенĕ хамăрăн паллă Ф.Романова театровед.
«Театральная жизнь» журналта /1982, 3/, 12 с./ Г.Данилова критик çапла калани пур: «...Яковлева пĕр кунах содержани, çул, жанр, стиль уйрăмлăхĕсемпе пĕр-пĕринчен питĕ палăрса тăракан рольсене выляма пултарать. Хăйĕн ăсталăхĕпе, характерсен тĕрлĕ енлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть».
А.Карповăн /«ЭС», 37/, 1991, сентябрь, 12/ сăмахĕсене те илсе кăтартасшăн: «К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Б.Чиндыковăн « Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесине лартнă. Унта театрăн йăлана кĕнĕ паллисене пĕтĕмĕшле философи, наци сĕмĕсемпе çыхăнтарма пултарнă. Театр юмахран пуçланать те каялла халапах çаврăнса çитет. Асламăшĕ ролĕнчи Н.Яковлева - фестивалĕн чуна пырса тивекен чи вăйлă саманчĕ. Çак роль мĕнле калăпланнине уçса пама сăмах та тупас çук. Вырăнсăр эпитетсемпе пĕр пĕтĕмĕшле сăнара аркатма пултарасран шикленетĕп. Ĕненĕр: çакна - курмалла!»
А.Иняхин критик /«Культура», 1996, июнь, 6/ Н.Яковлеван пултарулăхĕ пирки, акă, мĕн каланă: «...Ĕмĕр пурăнса хăнăхнă вырăна тĕп туни, унти пурнăç чарăнни - К.Иванов ячĕллĕ Чăваш театрĕ Валентин Распутинăн «Прощание с Матерой» романĕ тăрăх лартнă «Сывпуллашу» мăнаçлă спектаклĕн философи шайĕнчи тĕп шухăшĕсем... Нина Яковлева Тарье сăнарне чуна пырса тивмелле калăпланă. Ватăлса çитиччен пурăннă чурăс чунлă çак кинемейре антика героинин эпика вăйĕ палăрать, унăн «пуçсăрлăхĕнче» - чун ас тăвăмĕ...»
Н.Яковлеван пултарулăх çулĕ çакăн пек ăнăçлă килсе тухасси вăл мĕнле коллектива лекнинчен те килнĕ пулĕ. Ольга Ырсем, Борис Алексеев, Виктор Родионов, Елена Шорникова, Вера Кузьмина... Вĕсем те витĕм кÿнех ĕнтĕ, ырă канашпа пулăшнă, хавхалантарнă.
Теприсем çапла та шутлаççĕ пулĕ: мăшăрĕ тĕп режиссер та - çăмăл ăна. Кун пирки Нина Михайловна, акă, мĕн пĕлтерчĕ: «Ман сăмаха чылайăшĕ ĕненесшĕн те пулмĕ, çапах та эпир килте Валерий Николаевичпа театр çинчен калаçсах каймастпăр. Тĕрĕссипе, вăхăт та çук. Эпĕ унран нихăçан та çĕнĕ спектакльте роль парасси çинчен ыйтман. Рольсем пирки вăл театрта хушу вуласа парсан çеç пĕлетĕп».
50 çул ытла пĕтĕм вăй-халне, ăс-хакăлне, пултарулăхне парса ĕçлет Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче халăх артистки. Темиçе хутчен те «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» ята тивĕçнĕ. ЧАССР тава тивĕçлĕ /1975/, ЧАССР халăх /1979/, РСФСР тава тивĕçлĕ /1982/, РСФСР халăх /1987/ артистки сумлă ятсем - ун пархатарлă ĕçне тивĕçлĕ хак пани. Туслăх орденĕпе /2008/, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден та /2010/ пур унăн. Нина Яковлева - Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Чыс, хисеп яваплăха тата та ÿстереççĕ. Çакна хăйĕн ĕçĕпе куллен-кун çирĕплетет артистка. Юлашки çулсенчи тарăн, пĕлтерĕшлĕ сăнарĕсенчен пĕри - «Хурлăхлă хурама сасси» спектакльти Анукка ролĕ. «Ăна сцена çине темиçе сезон кăларатпăр пулин те - вăл халь çеç хатĕрлесе çитернĕ ĕç пекех», - тет Нина Михайловна.
«Мунча кунĕнчи» Кĕтерук сăнарĕ те канăçсăрлантарать ăна. Чĕрĕ, сывă ачисем пур çĕртех пĕччен тăрса юлнă кинемейсем мĕн чухлĕ паян чăваш ялĕсенче те!
«Праски кинеми...» çинчен те аса илмеллех. «Малтан пĕр вунпилĕк çул Праски инке пултăм, халĕ çавăн чухлех - Праски кинеми. Килĕшет вăл хĕрарăм мана, мĕншĕн тесен ырă чунлă, кăмăллă çын, шÿтлеме юратать. Кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те халăхшăн, кураканшăн çак пахалăхсем хăйсен вăйне çухатмаççĕ. Праски урлă эпĕ залра ларакансене савăнăç, лайăх туйăм парнелетĕп, хам вара тĕрлĕ хускану туса ÿт-пĕвĕме, кĕлеткене йĕркере тытатăп», - тет артистка. Нина Яковлевăна эпир, куракансем, ытларах сцена çинчи ĕçĕсенчен пĕлетпĕр. Пурнăçра вара мĕнлерех-ха? Питĕ уçă кăмăллă çын вăл. Пĕр палламан çынпа наччасрах пĕр чĕлхе тупма пултарать. Троллейбусра е урăх çĕрте çамрăксем киревсĕр сăмахпа калаçнине чăтма пултараймасть. «Эй, ачамсем, чăваш ятне яратăр вĕт, мĕнле намăс мар сире», - тесе асăрхаттаратех. Хăйĕн икĕ ывăлне - Вадимпа Юрăна - мĕн пĕчĕкрен ырра вĕрентсе ÿстернĕ: çын япалине ан тĕкĕнĕр, çынна сăтăр ан тăвăр, шăрпăкпа ан выльăр, вăл ача вăййи мар, юлташăрсене ан кÿрентерĕр, ваттисене сума сăвăр, çул парăр, мĕскĕне хĕрхенĕр, пулăшма тăрăшăр. Çак пахалăхсем - пĕтĕмпех амăшĕн хăйĕнче пурри. Нина Михайловна килсĕр-çуртсăр чĕрчунсене хĕрхенет, вĕсене апатлантарать. Унăн сумкинче яланах вир кĕрпиллĕ хутаç выртать. Кăвакарчăнсене сапса парать ăна. Йытăсемпе кушаксем валли шăмă татăкне е ытти апата çÿп-çап контейнерĕ çумне хурса хăварать.
Театрах таврăнар-ха. «Эпир театр ренессансĕнче ĕçлесе ирттертĕмĕр, - тет ассăн сывласа халăх артистки. - Халăх мĕнле капланса килетчĕ: билетсене 2-3 уйăх малтан туянса хуратчĕç, театр умĕнче автобуссем шăкăрин ларатчĕç. Тата мĕнле артистсем вылятчĕç! Паянхи çамрăк артистсене те куракансен юратăвне туйтарас килет».