Мария РОМАНСКАЯ

1 Чÿк, 2015

Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ полигон уçăлĕ

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Питтукасси çÿп-çап вырăнĕ хупăнĕ. Малашне кирлĕ мар хатĕр-хĕтĕре Çĕнĕ Шупашкарти çĕнĕ полигона турттарма пуçлĕç.

«Управление отходами» организацин филиал пуçлăхĕ Сергей Лаврентьев каланă тăрăх, полигонта хальхи стандартсене тата нормăсене пăхăнса çĕнĕ технологисем вырнаçтарнă. Çавна май çÿп-çапа суйлаççĕ тата преслаççĕ. Çакăнта 300 çын валли ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.

Шупашкарта пурăнакан кашни çыннăн çÿп-çап илсе кайнăшăн уйăхне 7 тенкĕ хушса тÿлеме лекĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

19 Юпа, 2015

Этноэкологи комплексне аталантарма

ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин йĕркеленĕ канашлура «Чăваш Ен этники» рекраци туризмĕн кластерне хатĕрлесси» инвестици проектне пурнăçа кĕртнине сÿтсе явнă.

Инфраструктура тытăмне аталантарни çинчен ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев каласа кăтартнă. «Ясна» этноэкологи комплексне электричествăпа, газпа, шывпа тивĕçтернĕ. «Амазония» комплексра та строительство ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех.

26 Авăн, 2015

Сывлăха вырăна тухса тĕрĕслеççĕ

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ - кăкăрти усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Пирĕн çĕршыври тата чикĕ леш енчи сывлăх сыхлав организацийĕсем йĕркелекен мероприятисен тĕп тĕллевĕ - халăха çак чир хăрушлăхĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартасси. Маларах сипленме пуçласан рака çĕнтерме çăмăлрах. Çакна пурин те ăша хывмалла.

12 Авăн, 2015

Любимовсем - пĕрремĕшсем...

2013 çулта Шупашкарта тата Муркаш районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене Катькас тăрăхĕнче çĕр пама пуçларĕç. Вăл республикăн тĕп хулинчен 30 ытла çухрăмра вырнаçнă. Мĕнлерех лару-тăру унта паян? Çакна уçăмлатма ятарласах çула тухрăмăр.

10 Çурла, 2015

Атăлта çĕкĕ йышланчĕ

Шупашкар шыв управне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ 10 пин вĕтĕ çĕкĕ кăларса янă.

Вĕсене пулă предприятийĕнче 4 уйăх çитĕнтернĕ. Кашниех 10 грама яхăн, 10-12 сантиметр тăршшĕ пулнă. Тепĕр 5-8 çултан çĕкĕ вăлча сапĕ. Çак пулă 120 сантиметр тăршшĕ çитĕнме, 30 çул пурăнма пултарать.

Pages