Этноэкологи комплексне аталантарма
19 Oct, 2015 | Культура

ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин йĕркеленĕ канашлура «Чăваш Ен этники» рекраци туризмĕн кластерне хатĕрлесси» инвестици проектне пурнăçа кĕртнине сÿтсе явнă.

Инфраструктура тытăмне аталантарни çинчен ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев каласа кăтартнă. «Ясна» этноэкологи комплексне электричествăпа, газпа, шывпа тивĕçтернĕ. «Амазония» комплексра та строительство ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех.

Туризм енĕпе ĕçлекен федераци агентствипе ЧР Министрсен Кабинечĕн килĕшĕвĕ тăрăх, бюджет тулашĕнчи укçана субсиди валли уйăраççĕ. Хальлĕхе инвесторсем ку ĕçе палăртнă виçен 4,5 процентне кăна хывнă. Федераци харпăрлăхĕнчи çĕр çинче автоçул тăвас ыйту та татăлман.

Иван Моторин подрядчиксене федераци бюджетĕнчен паракан укçапа тĕллевлĕ усă курма ыйтнă.

Канашлура çавнашкалах «Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркне çĕнетсе улăштармалли çинчен калаçнă.

Мария РОМАНСКАЯ.

Мария РОМАНСКАЯ