Кăкăрти усал шыççа малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕлĕшпе хатĕрленĕ республика проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Куçса çÿрекен хальхи йышши маммограф комплексĕ чылай ял тăрăхĕнче пулнă.
Хăнасемпе пĕрле ташласа, юрласа паллă тăвать хăйĕн çуралнă кунне Чăваш Ен! Çав вăхăтрах эпир хамăрăн ĕçе пĕтĕмлететпĕр. Çĕнĕ проектсем хута яма палăртатпăр.
Çулсеренех республикăра туберкулеза хирĕç «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Вăл пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ăна хăрушă çак чир çинчен ытларах каласа кăтартас, сывлăх сыхлавçисенчен вăхăтра пулăшу ыйтма чĕнсе калас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.
Уйăхлăх вăхăтĕнче сывлăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем ирттересси йăлара. Унта флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулать.
2012 çул вĕçĕнче республикăри ача-пăча клиника больницинче паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмĕ уçăлнă. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче ăна хула ача-пăча 3-мĕш больницине куçарнă. Çак уйрăм сиплейми йывăр чирлĕ 10 ачана харăсах йышăнма пултарать. Кашнине çывăх тăванĕсемпе пĕрле уйрăм палатăна вырнаçтараççĕ. Унта ятарлă оборудовани, телевизор, сивĕтмĕш, туалетпа ваннăй пур. Ачан ашшĕ-амăшĕ валли те вырăн çителĕклех. Палатăсене хăтлăлатма, медицина оборудованийĕ туянма республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Юлашки вăхăтра хулара мар, ялта чăвашла калаçма манса пыни, паллах, кăмăла хуçать. Çамрăк ăру тăван чĕлхепе хутшăнасшăн мар. Унашкаллине, чăн та, чун йышăнмасть. Шупашкар хĕрне Людмила Александровăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Вăл хулара çитĕннĕ пулин те, такампа та чăвашла пĕр чĕлхе тупĕ.