Ачасене хăтлă палатăсене вырнаçтарнă

16 Пуш, 2015

2012 çул вĕçĕнче республикăри ача-пăча клиника больницинче паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмĕ уçăлнă. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче ăна хула ача-пăча 3-мĕш больницине куçарнă. Çак уйрăм сиплейми йывăр чирлĕ 10 ачана харăсах йышăнма пултарать. Кашнине çывăх тăванĕсемпе пĕрле уйрăм палатăна вырнаçтараççĕ. Унта ятарлă оборудовани, телевизор, сивĕтмĕш, туалетпа ваннăй пур. Ачан ашшĕ-амăшĕ валли те вырăн çителĕклех. Палатăсене хăтлăлатма, медицина оборудованийĕ туянма республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Йывăр чирлĕ ачасене паллиатив пулăшăвĕ пани - тĕпренчĕкпе тата унăн çывăх çыннисемпе тачă хутшăнса ĕçлени. Шурă халатлисем ашшĕ-амăшне пепкине килте пăхма вĕрентеççĕ, психологи пулăшăвĕ параççĕ.

Пирĕн республикăра сипленейми чирлĕ 130 ачана шута илнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ тĕп нерв тытăмĕн чирĕсемпе нушаланать.

Çак эрнере паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмне журналистсем çитсе килчĕç, унти лару-тăрупа паллашрĕç.

ЧР сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова çак уйрăма 20 вырăн таран пысăклатмаллине, ашшĕ-амăшне больницăра кăна мар, килте те сĕнÿ-канашпа пулăшса тăмаллине палăртрĕ.

Ака-çу уйăхĕсенче çакнашкал ачасемпе ĕçлекен специалистсене, çав шутра тухса çÿрекен бригада йышне, участок педиатрĕсене йывăр чирлисене пулăшу пама вĕрентĕç.

Надир Жамлиханов тĕп тухтăр каланă тăрăх, çитес вăхăтра çÿлерех асăннă уйрăм специалисчĕсен штачĕ пысăкланĕ, сенсор пÿлĕмĕ, кану вырăнĕ пуянланĕ.

Паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Иванов хăш-пĕр оборудованипе килте усă курма вĕрентес тĕлĕшпе республика малта пыни çинче чарăнса тăчĕ.

Çак уйрăмра ачисемпе пĕрле вырăн тупнă ашшĕ-амăшĕ сывлăх сыхлавçисен ĕçĕпе кăмăллă. Вĕсем пепке ĕмĕрне тăсма пулăшакансене тав тăваççĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: