Комментари хушас

20 Авăн, 2014

Телей куçĕ умри çула çутатать

Юлашки вăхăтра хулара мар, ялта чăвашла калаçма манса пыни, паллах, кăмăла хуçать. Çамрăк ăру тăван чĕлхепе хутшăнасшăн мар. Унашкаллине, чăн та, чун йышăнмасть. Шупашкар хĕрне Людмила Александровăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Вăл хулара çитĕннĕ пулин те, такампа та чăвашла пĕр чĕлхе тупĕ.

"Çуллахи вăрăм каникулта Шупашкар районĕнчи Шăнкасра хăналаннă. Шăпах çавăн чухне тăвансемпе, ял-йышпа чăвашла калаçма хăнăхнă", - ăнлантарать вăл.

Кайран, туя кайсан, юлташ хĕрĕн пиччĕшĕ Александр куç хывнă ăна. Тĕрĕссипе, пулас хунямăшĕ хула хĕрне кин тăвасшăнах пулман. Кайран, Людмила çывăх тусĕ патне тăтăш çÿреме пуçласан тин, хĕрарăмăн шухăшĕ улшăннă. Ĕçчен те вăр-вар чиперкке кирек камăн кăмăлне те çавăрĕ.

Тăрăнти культура çурчĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Александр Вячеславович Шупашкара тăтăш килме пуçланă. Чун çунтармăшне кинона чĕннĕ вăл. Ак хайхи хыпса илнĕ юрату кăвайчĕ. Кăçал чĕвĕл-чĕвĕл кăвакарчăнсем пек мăшăрăн куç тулли хĕрĕ çемье çавăрчĕ. Александр Вячеславовичпа Людмила Геннадьевна кукашшĕпе кукамăшĕ пулма ĕмĕтленеççĕ.

Пушă вăхăт тупăнсанах çыхма ларать хĕрарăм. Унăн алли витĕр тухнă кашни хатĕр килĕшÿллĕ.

Кил хуçи арăмĕ çĕр ĕçне юратать. Хăйсен дачине чечек утравне çавăрнă вăл. Çавăнпах унта канас та, ĕçлес те килет.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.